03 ноября 2015 г.
Ноябрĕн 5-мĕшĕнче ачасемпе çамрăксен «Хĕлхем» спорт шкулĕнче районти вĕренÿ учрежденийĕсенчи 11-мĕш классем Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕн нормативĕсене (ГТО) параççĕ.
Хĕрсемпе яшсем çак нормăсене парассипе тăрăшĕç:
1. Выртса алăсемпе хутламсем тăвасси (хĕрсем), 16 килограмлă кире пуканĕ çĕклесси (яшсем).
2. Урасемпе тÿрĕ тăрса малалла туртăнасси (яшсем, хĕрсем).
3. Пневматика винтовкинчен выртса пересси. Дистанци - 10 м (яшсем, хĕрсем).
4. Кĕлеткепе 60 сек. хăнăхусем туни (пресс) (яшсем, хĕрсем).
5. Вырăнтан тăршшĕне сикесси (яшсем, хĕрсем).
6. Снаряд (граната) 500 гр. (хĕрсем), 700 гр. (яшсем) пересси.
Аса илтеретпĕр, РФ Президенчĕн Владимир Путинăн «Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕ çинчен» Указĕпе (ГТО) 2014 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ. Ноябрĕн 5-мĕшĕнче ГТО нормисене пама районти пĕтĕм шкулсенчи 11-мĕш классенчи вĕренекенсене хутшăнтарма планланă. Кусем пурĕ 100 çамрăк ытла.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета