26 мая 2015 г.
Çамрăк армеецсен «Зарница» тата «Орленок» 47-мĕш (XLVII ) финал вăййисем кăçал та Мăн Вылă шкулĕн иртрĕç. Унта районти 13 вĕренÿ учрежденийĕнчен 18 ушкăн хутшăнчĕ. Виçĕ кун пынă тупăшура çамрăк армеецсем тĕрлĕ енпе - стройпа утассипе, 100 тата 1000 метр чупассипе, пневматика пăшалĕнчен перессипе ăмăртрĕç, ÿт-пÿ пиçĕлĕхне, ăс-тăн пултарулăхне кăтартрĕç.
«Зарница» тата «Орленок» вăййисем - ушкăнпа тупăшмалли ăмăртусем. Çавăнпа та кашниех тĕплĕн хатĕрленнĕ. Вăййа килнĕ кашни ача çĕнтерме ĕмĕтленнĕ. Сăмахран, стройпа утассипе «Зарница» ушкăнĕнче Чăваш Сурăм шкулĕн вĕренекенĕсем пĕрремĕш, питĕшкассисем - иккĕмĕш, Вутлан шкулĕнче ăс пухакансем виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. «Орленок» ушкăнра вара кăтартусем çапларах: Элĕк шкулĕ - пĕрремĕш, Юнтапа - иккĕмĕш, Мăн Вылă шкулĕн вĕренекенĕсем - виççĕмĕш.
Элĕк шкулĕн «Орленок» ушкăн командирĕ Надежда Антонова каланă тăрăх, çарпа спорт вăййисем ачасен патриотизм туйăмне вăйлатма пулăшаççĕ. Сăмах май каласан, иртнĕ çул элĕксен «Орленок» ушкăнĕ çĕнтерÿçĕ ятне илнĕ. Юнтапа шкулĕн «Зарница» ушкăнĕ те пĕлтĕр пĕрремĕш вырăн йышăннă.
«Зарницăпа» «Орленокăн» тĕп тĕллевĕ чи вăйлă та, чи маттур ушкăна палăртасси кăна мар, унăн тивĕçĕ - ачасене спортпа туслаш- тарасси, пĕлÿ шайне ÿстерме, туслăха упрама хăнăхтарасси. Çавăнпа та конкурссем те тĕрлĕ енлĕ пулчĕç. Пĕтĕм йывăрлăха хыçа хăварса мала тухнисене палăртма та кăмăллă. «Зарница» ушкăнра çитĕнÿ картлашки çине çак шкулсем хăпарчĕç: «Орленок» ушкăнра Элĕк шкулĕн çамрăк армеецĕ- сем пĕлтĕрхи пекех пĕрремĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕç. «Зарница» ушкăнра вара Питĕшкасси шкулĕн вĕренекенĕсем мала тухрĕç. Çĕнтерÿçĕ командăсем район чысне республика шайĕнче хÿтĕлĕç.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета