17 марта 2015 г.
Мартăн 18-мĕшĕнче Чăваш Енре Пĕрлехи информаци кунĕ иртет. Унăн темисем - Чăваш Республикин 2014 çулхи экономикăпа социаллă аталанăвĕн кăтартăвĕсем тата 2015 çулхи задачăсем, çавăн пекех 2015 çулта çул-йĕр строительстви енĕпе ĕçлесси çинчен.
Информаци кунĕнче çурхи уй-хир ĕçĕсене мĕнле хатĕрленни çинчен сÿтсе явĕç. Çавăн пекех 1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тунăранпа 70 çул çитнине хатĕрленсе уявласси, вăрçă историйĕпе çыхăннă палăксене, обелисксене, мемориал хăмисене тирпей-илем кÿресси епле пыни çинчен калаçĕç.
Информаци ушкăнĕсем Питĕшкасси, Ураскилт, Тавăт, Тени, Чăваш Сурăм, Элĕк, Шĕмшеш ял тăрăхĕ- сене çитсе курĕç, халăхпа тĕлпулусем ирттерĕç.
Çавăн пекех граждансене хăйсен ыйтăвĕсемпе те йышăнĕç.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета