11 марта 2015 г.
- Паян та палăртнă трассăпах 2-3 çаврăм тăватăн. Хыççăн кĕлетке çирĕплĕхне ÿстерекен хăнăхтарусем пурнăçлама тивет, - асăрхаттарать Лев Августович Данилов тренер Руслана. Питĕшкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекен Р. Николаева Элĕкри «Хĕлхем» физкультурăпа спорт комплексĕнче тăтăшах куратăп. Вун пĕрмĕшĕнче ăс пухаканскер уроксем вĕçленсен ялтан тÿрех Элĕке çул тытать, тренировкăна васкать. Арçын ача тренер асăрхаттармасăрах хăнăхтарусене чунтан пурнăçлама тăрăшать. Йĕлтĕрпе те вăхăта ирттерес тесе çеç мар, ăсталăха ÿстерес тĕллевпе ярăнать. Хыççăн та киле васкамасть, тренажер залĕнче çан-çурăм пиçĕхлĕхне ÿстерет.
- Хам астунă тăрăх кĕçĕн класранах спорт вăййисем килĕшеççĕ. Çакна аттепе анне те асăрханă ахăртнех. 6-мĕш класра вĕреннĕ чухне çывăх çыннăмăрсем мана Элĕке Лев Данилов вĕрентекен патне çăмăл атлетикăпа техникăна тĕрĕс лартма вĕренме илсе килчĕç. Çавăнтанпах çÿретĕп ун патне тренировкăсене, - калаçу пуçламăшĕнчех палăртать 17-ри çамрăк. Кунта ашшĕ-амăшĕн тÿпи пысăк пулнине пытармасть. Русланăн ашшĕ, Олег Витальевич, çамрăкранпах футболпа, çăмăл атлетикăпа интересленет. Амăшĕ, Лиана Петровна, волейбол, баскетбол вăййисене кăмăллать. Женя пиччĕшĕ те Элĕкри вăтам шкулта пĕлÿ илнĕ вăхăтра спортра палăрнă.
Руслан икшер сехет тренировкăсем тунипе çеç çырлахмасть-ха. Кулленех çу кунĕсенче хăй тĕллĕн темиçе çухрăм чупать. Хĕлле вара ирсерен тĕрлĕ хускану тăвать. Çивĕчлĕхпе, çирĕплĕхпе палăракан каччă виçĕ çул каяллах Шупашкарта Чăваш Республикин Кубокĕшĕн иртекен йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕнче пĕрремĕш разряд пурнăçланă.
Тĕплĕнрех пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче пичетленсе тухнă номерте вулăр
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета