30 января 2015 г.
Кăрлачăн 26-27-мĕшĕсенче Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен олимпиадин регионти тапхăрĕ иртрĕ. Истори предмечĕ- пе пирĕн районтан Питĕшкасси шкулĕнчи Руслан Николаев (ертÿçи - Л. Николаева), Элĕк шкулĕнчи Анастасия Романова (ертÿçи - И. Волкова), Юнтапа шкулĕнчи Арина Степанова ( ертÿçи - Л. Ильина) призерсен йышне кĕнĕ.
Сăмахран, Руслан Николаевпа Анастасия Романова иртнĕ вĕренÿ çулĕнче те Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен олимпиадин регионти тапхăрĕнче призерсем пулнă. Кăçал Настя иккĕмĕш хут çĕнтерÿçĕсен шутне кĕчĕ. Унччен вăл вырăс литературипе олимпиадăна хутшăнса палăрчĕ.
Паянхи кун тĕлне пирĕн районта пилĕк призер шутланать.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета