Питишевское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуçаруллă çамрăксене - стипенди

20 января 2015 г.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çамрăксемпе студентсене пуçарулăхпа палăрнăшăн ятарлă стипенди парассине пĕлтерсе хушу çине алă пуснă. Вĕренÿре, бизнес-проектсенче, наукăпа пултарулăхра тата ытти ĕçре хастар пулнă пин яшпа хĕр 2015 çулта уйăхсерен 1830 тенкĕ стипенди илсе тăрĕç.

Палăртса хăвармалла, патшалăх республикăри пултаруллă та хастар çамрăксене малалла аталанма мĕн пур услови туса пани политикăн тĕп енĕсенчен пĕри пулса тăрать. 2004-2015 çулсенче çакăн йышши стипендие 12 пин çамрăка панă.

Пирĕн район çамрăкĕсем те Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕçнĕ: Светлана Егорова - Элĕкри территори суйлав комиссийĕн секретарĕ, Алексей Иванов - районти çамрăк педагогсен Ассоциацийĕн членĕ, Руслан Николаев - Питĕшкасси шкулĕн вĕренекенĕ, Анастасия Порфирьева - Юнтапа шкулĕн вĕренекенĕ, Элĕк вăтам шкулĕнчен: Наталья Волкова, Кристина Иванова, Нелли Львова, Ирина Петухова тата пĕр вĕрентекен -Таисия Архипова (акăлчан чĕлхи).

 

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429240, Аликовский район, д. Питишево, ул. Войкова, д. 58
Телефон: 8(83535) 62-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика