18 июня 2014 г.
«Пур пĕрле, çук çурмалла», - теççĕ Çулавăçра пурăнакан Мария Григорьевнăпа Иван Николаевич Николаевсем. Çавăнпа та иккĕшĕ килĕшÿре пурăнаççĕ.Николаевсем ял-йышра хисепре. Хăйсем тивĕçлĕ канура пулсан та кĕрĕк арки йăваласа лармаççĕ. Вĕсем йышлă выльăх-чĕрлĕх усранипе пĕрлех килти хуралтăсене çĕнетсе тăраççĕ. Çирĕп те телейлĕ мăшăр 1969 çулта çемье тĕвĕленĕ. Ун чухне вун тăххăрти хĕр Çулавăç каччине илемлĕхĕпе, ĕçченлĕхĕпе тыткăнланă. Часах Писĕп хĕрĕ арăмĕ пулса та тăнă.
Николаевсем тăватă ывăлпа пĕр хĕр çуратса ÿстернĕ, пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Халĕ Марийăпа Иван килĕнче Алеша ывăлĕпе пурăнаççĕ. Вăл ют хуласемпе обаçсене ĕçлеме çÿрет.
- Ĕç - пурнăç тыткăчи. Тулăх пурнăç йăлтах тăрăшулăхран килет. Ачасене те çакнах вĕрентнĕ эпир, - çапла каланине илтме пулать Мария Григорьевнăран.
Çулавăç ялне качча килсенех М.Николаева сурăх фермине вырнаçнă. Çамрăк арăм нихăш ĕçрен те ÿркенсе тăман, аслăраххисен сăмахне итленĕ, тăрăшса ĕçленĕ. Малтанах «Питишевский», унтан «Устье» хуçалăхра ырми-канми тăрăшнă. Çирĕплĕхĕпе, ĕçченлĕхĕпе палăрнă. Тивĕçлĕ канăва тухиччен пилĕк çул маларах Мария Григорьевна фермăри ĕнесене пăхнă çĕрте те тимленĕ. Мăшăрĕ те ял хуçалăх ĕçĕсенче малтисен ретĕнче пулнă. Иван Николаевич чылай çул комбайнпа тата тракторпа вăй хунă.
- Хамăн ĕмĕре уй-хиртех ирттертĕм. Кунĕ-çĕрĕпех уйра ĕçлеттĕмĕр. Техника шăв-шавĕ чарăнма пĕлместчĕ, - иртнине аса илсе каласа парать вăл.
Ял çыннин ларса канма вăхăт çукпа пĕрех. Николаевсем выльăхсем патне ирех тухаççĕ. Пĕри ĕне сăвать пулсан, тепри вара тислĕк тасатать. Кашни ĕçе пĕрле пурнăçлаççĕ. Ăнланупа килĕшÿре ĕç ăннине çирĕплетеççĕ вĕсем.
Кил хуçи хĕрарăмĕ çемье вучахне çирĕп тытса тăрать. Çулсем кайсан та ĕçченлĕхĕпе тараватлăхне çухатман вăл. Ял тăрăхĕнче пулса иртекен обществăлла ĕçсенчен нихăçан та аякра тăрса юлмасть. Суйлавсенче те активлăхпа палăрать хастар хĕрарăм. Хăйĕн ĕçĕсене вĕçне çитерме тĕллев лартать. Алкукассинчи çăвана юсама укçа-тенкĕ пухассине те хăй çине илнĕ М.Николаева. Унран кам та пулин пулăшу ыйтсан, Мария Григорьевна никама та хирĕçлемест. Кирек кама та пулăшать, кирлĕ сĕнÿсем парать. Кашни çынпа пĕр чĕлхе тупать хастар хĕрарăм. Ырă шухăш-ĕмĕтпе пурăннăран унăн ĕçĕсем те ăнаççĕ.
Р.ЕВДОКИМОВА,
Питĕшкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета