18 июня 2014 г.
Хăш-пĕр çамрăксем халĕ ялта пурăнассинчен пăрăнма тăрăшаççĕ. Çав хушăрах ырă тĕслĕх те юнашарах. Çулавăç ялĕнчи Павловсем ял пурнăçне юратаççĕ, ĕçрен ÿркенсе тăмаççĕ.
Яваплăха туяççĕ
Николай Павловичпа ăнсăртран паллашрăм. Вăл ирех Ехремкассинчи сĕт пуçтармалли пункта сĕт илсе килнĕ. Советскинче водителе вĕреннĕскер вун икĕ çул руль умĕнчен уйрăлмасть.
- Чи малтанах аттен автомашинипе чупма вĕрентĕм. Руль умне лартма хирĕçлеместчĕ вăл, кашни арçын ачанах водитель пулмаллине калатчĕ. Унăн сăмахĕсенчен иртмерĕм, шкултан вĕренсе тухсан Советскинче пĕлĕве ÿстертĕм, - каласа пачĕ Н.Павлов.
Николай яваплăха туять, çул çинче кирлĕ хăвăртлăхпа пырать. Пĕр вăхăт Шупашкарта «Етĕрне-сĕт» организацинче водительте ĕçленĕскер халĕ те руль умне кашни кунах ларать. Çулавăç çамрăкĕ Урпаш, Шуркасси, Питĕшкасси, Сурăмпуç Мучикасси, Хурăнсур, Лупашка, Сурăмварри, Ярхуньушкăнь, Çулавăç тата Анаткас ялĕсенчи халăхран сĕт пуçтарать. Ирхи тăватă сехет иртсенех тăрать вăл. Транспорт юсавлăхне те хăех тĕрĕслет. Вунă ялта пухнă чĕртавара Ехремкассинчи сĕт пунктне леçет. Сĕт пахалăхне те тĕрĕслет.
Ăнланулăхра пурăнаççĕ
Çулавăçри Павловсем пĕрне-пĕри килĕштерсе пурăнаççĕ. Икĕ ача ашшĕ мăшăрĕ çинчен ăшă сăмахсем çеç каларĕ.
- Иннăпа килти мĕн пур ĕçе пĕрле канашласа пурнăçлатпăр. Тĕп хулара тĕпленме мăшăр та, эпĕ те килĕшмерĕмĕр. Ÿркенмесен ялта та лайăх пурнăç тума пулать, - палăртрĕ кил хуçи арçынĕ.
Чăваш патшалăх университетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ Инна Питĕшкассинчи информаципе культура центрĕнче тăрăшать. Николай хăй те тăтăшах унта пулса иртекен тĕрлĕ меропрятисене хутшăнать.
- Ăнланулăхпа килĕшÿре пурăнсан ĕç те ăнать, - терĕ Николай Павлов.
Çулавăç çамрăкĕпе калаçнă май çакна ăнлантăм: йывăрлăхран хăраманнисем, ĕçрен ÿркенменнисем, ял пурнăçне килĕштерекеннисем çеç малалла талпăнма пултараççĕ. Хăйĕн ĕçне чунпа парăннă Н.Павловăн сăмахĕсем те çакна çирĕплетрĕç.
Выльăх-чĕрлĕх тупăш парать
Выльăх усрамасăр ялта пурăнма май çуккине те аванах чухлаççĕ Николайпа Инна. Çавăнпах-тăр çулсерен вĕсен йышне ÿстереççĕ. Павловсен ларса канма вăхăт та çук. Картари качакине, ĕнине, икĕ пăрушне, чăх-чĕппе кăвакалне вăхăтра апат çитермелле-çке.
- Ялсене тухса кайиччен ирех мăшăрпа пĕрле выльăхсем патне тухатăп. Иккĕн ĕçлесен вăхăт та перекетленет, Иннăна та пулăшу пулать, - калаçăва тăсать çемье пуçĕ.
Мăшăрсем мĕн пур ĕçе пĕрле тăваççĕ. Витери тислĕке кăлармалла-и е выльăхсене апат парса шăвармалла - ĕçе уйăрса тăмаççĕ кил хуçисем. Ырă шухăш-ĕмĕтпе пурăнаканскерсем килти хушма хуçалăха аталантарассишĕн тăрăшаççĕ.
- Ял çыннин выльăх-чĕрлĕх усрасах тупăш илме май пур. Ан ÿркен çеç, - пĕтĕмлетрĕ Николай Павлов.
Вăл ялта пурнăç йĕркеленĕшĕн ÿкĕнмест.
Вера МОРОЗОВА.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета