Питишевское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăтатртусем лайăхланаççĕ

24 мая 2014 г.

Республикăри пекех юн кун районта Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Унăн темисем: Чăваш Республикин 2014 сулхи пĕрремеш кварталти социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсем; ачасемпе самрăксен канăвне йĕркелесси; халăха ĕçпе тивĕçтересси, ЧР Патшалах Канаше ĕçлеме пусланăрампа 20 çул ситни; ачасен интернетпа усă курмалли хăрушсарлăх правилисем тата ытти те. Палăртнă темăсене сÿтсе явма района Чăваш Республикин юстици министрĕн çумĕ - ЗАГС пайен начальник Г. Чернова ертсе пыракан ушкăн килсе çитрĕ. Вăл районти ЗАГС пайен начальникĕпе М. Николаевăпа пĕрле Питĕшкасси ял тăрăхĕнче пулчĕ, администраци ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. Унтан ку ял тăрахне кĕрекен Анаткаса çул тытрĕç. Галина Васильевна ял халăхĕпе тĕл пулчĕ, информаци кунĕпе çыхăннă темăсене хускатрĕ. 2014 çулхи прремĕш кварталта промышленноç производствин индексĕн калăпăше 104 процентпа танлашнă. Каларнă таварсен калăпашĕн виçи 35 млрд. тенке, ÿсĕм 7,3 процент. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта ĕç укçи 10,5 процент ÿсне. Атăлçи федераци округĕп илес пулсан , Чăваш Ен ĕç укçин парăмĕсемпе чи пĕчĕккисен шутĕнче. Строительство тытăмĕнче те ĕç-пуç лайахланса пырать, пĕрремĕш кварталта пурăнмалли 56,8 пин тăвткал метр (103,6) çурт-йер хута янă. Çуртсене ытларах экономкласлă тăваççĕ. Министр çумĕ çавĕн пекех ачасен çуллахи канăвĕ пирки чарăнса тăчĕ. Кăçал лагерьсенче 21 кун канмалли путевкăсен хакĕ 11748 тенкĕ. Лагере каяс текенсен хăйсем веренекен шкулсенче оператор патĕнче апрелĕн 12- мĕшĕнчен пуçласа майăн 30-мĕшĕччен регистрациленмелле. Ачасем пĕлтĕрхи лагерьсенчех канĕç. Район администрацийĕн ЗАГС пайĕн начальникĕ М. Николаева районти демографи лару-тăрăвне уçса пачĕ. Вăл кăçал çемье çавăракансем сахалла ннине пăшăрханса пĕлтерчĕ. Уйрăлакансем те пур. Питĕшкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Р. Евдокимова Анаткасри пурăнакансене урамри тирпейлех çине тимлех уйăрма ыйтрĕ. Ял çыннисене сĕт хакĕ чакни пăшăрхантарать. Урамри электричество çути пирки те ыйту хускатрĕç. К. Перов

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429240, Аликовский район, д. Питишево, ул. Войкова, д. 58
Телефон: 8(83535) 62-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика