18 января 2014 г.
Хĕллехи кунсем – ачасемшĕн выляса савăнмалли, вăхата усăллă иртермелли, сывлăха сирĕплетмелли чи лайах вăхат. Мĕн терлĕ вăйасем вылямаççĕ пулĕ вĕсем шура юр çинче!
Питĕшкассинчи Мир урамĕнче, Павловсен çурчĕ умĕнче, ытти çĕрти пекех юр хулăн тултарнă кăçал. Шăпах çакăнта Мироновсем чăнкă тăвайкки тунă. Çак тĕленмелле хавасла вырăнта хĕллехи каникул кунĕсенче ача-пача та, çитĕннисем те татăлма пĕлмен. Раштав уявĕн кунĕсенче кунта пĕчек шăпарлансем «Атьăрь-ха пĕрле ярăнар!» тупăшура тĕрлерен вăйасем вылянă. Кунта Питĕшкасси шкулĕ çуменчи « Хĕвел» ача-пăча садикне çÿрекенсем активлăх кăтартна.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета