Питишевское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемье тĕрекĕ – хăйсен аллинче

20 ноября 2013 г.

Урпашри Тимофей Меркурьевич мĕн çамрăкранпах сывă пурнăç йĕркине тĕп вырăна хурать. Эрехпе иртĕхмест, чĕлĕм туртмасть. Волейболла, футболла вылясси уншăн чун киленĕвĕ. Кирлех пулсан инçĕшне чупасси те йывăрлăх кăларса тăратмасть. Кил управçи Эльвира Вячеславовна ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕ шутланать. Пĕр тапхăр вырăнти çамрăксен ĕçĕ-хĕлĕшĕн яваплă пулчĕ вăл. Çав вăхăтра питĕшкассисем спортра та палăрмаллах туртăннă.– Ялти хĕр-хĕрарăмсемпе хĕлле каçсерен Питĕшкассинчи шкула спортзала çÿретпĕр. Ушкăн-ушкăн пайланса ăмăртусем ирттересси йăлана кĕчĕ. Çавăн пекех ял тăрăхĕн командипе районти ăмăртусене те пĕрре мар тухнă, – пĕлтерет Эльвира Вячеславовна.

Ашшĕ-амăшне кура тăватă ачи те спортпа туслашнă. Чи асли, Никита ывăлĕ акă шкулпа, физкультурăпа, спортпа çывăхланнă. Çулла – хăвăрт чупассипе, хĕлле йĕлтĕрпе хăйĕн çирĕплĕхĕпе чăтăмлăхне тĕрĕсленĕ. Спорт чуна çывăх пулнăранпа Питĕшкассинчи вăтам шкула пĕтерсен Чăваш патшалăх педагогика университетне çул тытнă. Физкультура вĕрентекенĕн профессине суйланă. Алла диплом илсен те хăй çуралнă вырăнах таврăннă каччă. Кунта темиçе çул ĕнтĕ çитĕнекен ăрăва спорта явăçтарать. Никита волейболпа футбол вăййисене кăмăллать.

Макаровсен Аленăпа Катя хĕрĕсене те ашшĕ-амăшĕн спортри çивĕчлĕхĕ куçнă. Вĕренÿ учрежденин спорт командисенче шутланаççĕ хĕрсем.

Макаровсен чи кĕçĕнни Егор Питĕшкасси вăтам шкулĕнче иккĕмĕш класра çеç пĕлÿ илет-ха. Виçĕ çултанпа «Наци кросне» хутшăнать. Икĕ çул йĕлтĕрпе те пĕрлехи ăмăртура чупнă. «Чи çамрăк чупуçă» номинацире палăрнă Егор. Шкулта тăхтав вăхăтĕнче те спортзала çÿрет, мечĕк хăвалать. Уроксем хыççăн Никита пиччĕшĕ патĕнче спортзалта çан-çурăма çирĕплетет, тĕрлĕ хусканусем тăвать.

Эльвира Вячеславовна палăртнă тăрăх, килте те Егора валли спорт инвентарĕсем пур. Е. Макаров çавăн пекех шашка-шахмат кружокĕнче те ăс-тăн çивĕчлĕхне туптать. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче вăл кĕçĕн классем хушшинче «Асамлă шашка» вăййинче виççĕмĕш вырăна тухнă.

Урпашри Макаровсем çемье йăли-йĕркине çирĕп тытса пынăран, обществăлла ĕçсенче палăрнăран тата ачисене тĕрĕс воспитани панăран 2009 çулта районта «Çемье çулталăкĕ» конкурсра çĕнтернĕ. Республикăра та чи лайăх çемьесен шутне лекнĕ.

К.ВАНЮШИНА.

 

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429240, Аликовский район, д. Питишево, ул. Войкова, д. 58
Телефон: 8(83535) 62-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика