10 апреля 2018 г.
Апрелĕн 5-мĕшĕнче Федераци Канашĕнче «Раççей Федерацийĕнчи ялти шкулсен лару-тăрăвĕ тата малашнехи аталанăвĕ çинчен» парламент итлевĕ иртнĕ. Асăннă мероприятие Раççей Федерацийĕн 51 субъектĕнчи 130 ытла педагог, патшалăх влаç органĕн ертÿçисем хутшăннă. Ларăва Федераци Канашĕн Наука, вĕренÿ тата культура Комитечĕн председателĕ Зинаида Драгункина ертсе пынă.
Чăваш Республикинчен асăннă итлевре Чăваш Ен Вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Алевтина Федорова тата И.Я.Яковлев ячĕллĕ Элĕк вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ Эдикт Волков пулнă.
- Раççейри вĕренекенсен пĕрре виççĕмĕш пайĕ ялти шкулсенче пĕлÿ илет. Çавăнпа та Федераци Канашĕшĕн, пирĕн профильлĕ комитетсемшĕн ялти шкулсенче вĕренĕве аталантарасси тĕп çул-йĕртен пĕри пулса тăрать, - палăртнă Федераци Канашĕн Председателĕн пĕрремĕш çумĕ Николай Федоров ларăва уçнă май. Итлеве хатĕрленнĕ чухне 2016 çулхи сентябрь уйăхĕнче Шупашкар хулинче «Ялти шкул учителĕ Раççей аталанăвĕн векторĕнче» Пĕтĕм Раççейри ял шкулĕсен вĕрентекенĕсен виççĕмĕш съезчĕн докуменчĕсене тепĕр хут тимлĕ тишкерсе тухнă. «Пĕтĕмлетÿ резолюцийĕнче ялăн общество пурнăçĕнче вĕрентекен тĕп шăнăр пулнине палăртнă. Вăл мĕнле лару-тăрура пурăнни, мĕнле вырăн йышăнни тата социаллă тĕлĕшĕнчен хăйне мĕнле туйни çĕршыв аталанăвĕн тĕп ресурсĕ шутне кĕрет», - палăртнă сенатор.
Пирĕн ентеш, Элĕк вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ Эдикт Волков 2016 çулхи сентябрь уйăхĕнче Шупашкар хулинче «Ялти шкул учителĕ Раççей аталанăвĕн векторĕнче» Пĕтĕм Раççейри ял шкулĕсен вĕрентекенĕсен виççĕмĕш съезчĕн пĕтĕмлетĕвне тĕпе хурса регионта туса ирттернĕ ĕçсемпе паллаштарнă. Эдикт Константинович Чăваш Республикинчи ялти шкулсенчи тĕп ĕç-хĕл çинче чарăнса тăнă. «2017-2018 вĕренÿ çулĕнче Чăваш Енри яллă вырăнсенче пурĕ 322 шкул ĕçлет, вĕсенче пĕтĕмпе 50 пин ытла ача пĕлÿ илет. 1118 ялти 11 пин ытла вĕренекене пĕлÿ çурчĕсене илсе çитерме 300 ытла автобуспа тивĕçтернĕ. 2017 çулта республикăри шкулсене тата 72,8 миллион тенкĕлĕх 35 çĕнĕ автобус кÿрсе килнĕ», - Чăваш Енри лару-тăрупа паллаштарнă вăл.
2017 çулта ялти вĕренÿ учрежденийĕсен спортзалĕсене, хутса ăшăтмалли санитарипе техника пÿлĕмĕсене юсанă е çĕнĕрен хута янă.
Малашлăхра ялти экономикăна аталантарма пысăк квалификациллĕ кадрсене явăçтарас тĕллевпех республикăри мĕнпур муниципалитетра агроклассем уçнă.
«Ăслăлăха шкула» проекта пурнăçа кĕртсе 85 ялти шкул вĕренекенĕсене физика предмечĕпе дистанцилле майпа пĕлÿ пама палăртаççĕ. Çак тĕллевпех ĕнтĕ база шкулĕсене ятарлă лаборатори оборудованине туянма республика бюджетĕнчен 42 миллион ытла тенкĕ уйăрнă.
Эдикт Волков хăйĕн сăмахĕнче яллă вырăнсенче Раççейри шкул ачисен юхăмĕ çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Паянхи куна асăннă юхăмăн ресурс центрĕсем Чăваш Енри 16 муниципалитет пĕрлешĕвĕнче ĕçленине, унăн уйрăмĕсем республикăри 73 шкулта пуррине палăртнă.
Парламент итлевне хутшăннисем ĕçе пĕтĕмлетсе сĕнÿсем панă. Федераци Канашне Патшалăх Думипе пĕрле ĕçпе воспитани парассипе федераци саккунĕн проектне йышăнассипе малалла ĕçлеме сĕннĕ. Раççей Федерацийĕн Правительствине ытти тĕрлĕ сĕнÿ-канашпа пĕрлех яллă вырăнсенче вырнаçнă пĕчĕк комплектлă вĕренÿ учрежденийĕсене пулăшас тĕллевпе хушма укçа-тенкĕ уйăрса парас ыйтăва та тимлĕхĕсĕр хăвармалла маррине пĕлтернĕ. Кунсăр пуçне РФ субъекчĕсенче пултаруллă тата пысăк ăслă ачасене тупса палăртса пулăшас тĕллевпе вĕренÿ центрĕсен тытăмне йĕркелеме майсем туса памаллине каланă.
Э.ЭЛИНА.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета