Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăрпăк чĕртиччен пуçпа шутламалла

11 мая 2017 г.

Урамра çанталăк ăшăтнă май чылайăшĕ юр айĕнчен тухнă çÿп-çапа тасатма васкать. Типнĕ курăкпа çулçа çунтаракансем те йышлă. Çакă вара инкекĕн сăлтавĕ пулма пултарать. «Вуттăн алли вăрăм», - тени çакна питĕ лайăх çирĕплетет.

Майăн 7-мĕшĕнчен республикăра пушара хирĕçле уйрăм режим вăя кĕрет. Вăрман çумĕн-чен 10 метр сарлакăшĕнчен кая мар вырнаçнă типĕ курăка, хăрнă турата, çÿп-çапа, çунмалли материалсене пуçтарса тирпейлемеллине, 0,5 метртан кая мар пушара хирĕç кĕрешмелли йĕр тумалла е ятарлă барьерпа палăртмаллине аса илтеретĕп. Вăрманта е ун çумĕнче те кăвайт чĕртме юраманнине асăрхаттаратăп. Уйрăмах лăсăллă вăрмансенче инкек сиксе тухма пултарать. Çакна та шута илмелле: уйра е çырмара курăк çунсан çĕр лаптăкĕн хуçи явап тытать. 2016 çулта курăк çунтарнă 5 тĕслĕхе шута илнĕ, граждансене пурне те административлă майпа явап тыттарнă, штраф тÿлеттернĕ. Кăçал курăк чĕртнĕшĕн пĕр çынна штраф тÿлеттернĕ.

Массăллă информаци хатĕрĕсенчен «хĕрлĕ автан» алхаснине пула ялсем çунса кайнине çулсеренех пĕлетпĕр. Акă майăн 2-мĕшĕнче Питĕшкасси ял тăрăхĕнче типĕ курăк чĕртсе янăран ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 7-8 гектар çинче вут-çулăм алхасрĕ.

Чрезвычайлă лару-тăру тата пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерекен комисси кунсеренех ял тăрăхĕсене рейда тухать. Пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерессипе район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов постановлени те кăларнă. Çавăнпа та шăрпăк чĕртиччен темиçе хутчен шутласа пăхмалла. Рейд вăхăтĕнче курăк çунтарнине курсан административлă явап тыттараççĕ. Пушара хирĕçле уйрăм режим чухне штраф виçи икĕ хут ÿсет. Енчен те ял йĕри-тавра типĕ курăк пулсан çĕре сухаласа йĕр туса тухмалла.

Типĕ курăк çунтарнине курсан тăхтаса тăмасăр ял тăрăхĕн пуçлăхне е пĕрлехи дежурнăй диспетчер службине шăнкăравласа пĕлтермелле. Кам çунтарнине курсан сăн ÿкерме те юрать. Кирек хăçан та алăра пушар сÿнтермелли пирвайхи хатĕрсем пулмалла: кĕреçе тата шыв.

Халĕ курăк çунтарнине спутник мониторингĕ йĕрлесе тупать. Çавăнпа та пурин те яваплăха туймалла. Вут-çулăм алхаснине асăрхасан ним тăхтамасăр 112 телефон номерĕпе шăнкăравласа пĕлтермелле. Пушара çĕнтернинчен асăрхаттарма çăмăлрах.

Вадим ПРОКОПЬЕВ,

районти пушар надзор пайĕн начальникĕ.

 

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429245, Аликовский район, с. Крымзарайкино, ул. Школьная, д. 19
Телефон: 8(83535) 60-2-58
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика