24 апреля 2017 г.
Пысăк инкексенчен пĕри вăл - пушар. Вăл хăйĕн хыççăн нимĕн те хăвармасть, тĕпĕ-йĕрĕпе пуçтарса каять. Вут-çулăм алхасни кирек камшăн та инкек. Кăçал пирĕн районта çулталăк пуçланнăранпа 5 пушар тухнă.
Апрелĕн 19-мĕшĕнче каçхи 23 сехет те 35 минутра районти пĕрлехи дежурнăй диспетчер службине Урмай ялĕнчи Тĕп урамра пушар тухни çинчен шăнкăравласа пĕлтернĕ. Çăлавçăсем çийĕнчех çула тухса вут-çулăмпа кĕрешме пуçланă, «хĕрлĕ автана» юнашар ларакан хуралтăсем çине кайма паман. Пушар сÿнтернĕ çĕре МЧС-ăн 2 техники тата 7 çын хутшăннă. Халĕ специалистсем пушар тухнин сăлтавне тĕпчеççĕ
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета