Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасем валли - спорт лапамĕ

20 мая 2016 г.

Лупашка ялĕ çулсерен илемленсе пырать. Çак сăмахсене ахальтен çырмастăп. Тăрăшуллă та ĕçчен çынсем пурăнаççĕ кунта. Туслăх вара пурне те пĕрлештерет.

Ÿркенменнисемшĕн нимĕнле ĕç те йывăр мар. Ахальтен мар ĕнтĕ чăвашсем мĕн авалтан ниме йĕркеленĕ. Лупашкасем паян та çапла ĕçлеме тăрăшаççĕ. Çĕнĕ çурт çĕклемелле е хуралтăсене çĕнетмелле - лупашкасем мĕнпур ĕçе пĕрле пурнăçлаççĕ. Иртнĕ çул ялти хастарсем тăрăшнипе урамра çул сарнă. Илемлĕ вырăнта ларать Лупашка ялĕ. Урам варрипе пĕве хыççăн пĕве. Ял ятне ахальтен паман ĕнтĕ. Кунта пурăнакансене уйрăмах хур-кăвакал ĕрчетме меллĕ. Килĕренех усраççĕ çак кайăк-кĕшĕке. Çулсеренех техника тытса пĕвесене юшкăнран тасатнине те ырламалла. Тирпейпе хăтлăх хăйсенчен килнине ăнланаççĕ кунта. Ял илемĕ карта-хапхаран пуçланать-çке. Çакăнта кашниех хăйĕн тÿпине хывать. Кил картисем умĕнче хитре чечек ешерни, пĕвесенче хур-кăвакал шăмпăлтатни тата кашни ĕçе пĕрле пурнăçлани чуна савăнтарчĕ, Лупашкара пурăнакансем ĕçчен те туслă пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕ. Пĕр çемьери пек пурăнаççĕ лупашкасем. Кăçал çăвана тирпей-илем кĕртессипе тимленине те ырламалла. Çак пархатарлă ĕçе арçынсемпе пĕрле хĕрарăмсем те хутшăннă.

Яла кĕрсен мĕн сас лайăх; Ача-пăча сасси вара пуринчен те лайăхрах. «Ачасен хули» килен-каяна хăйĕн патне чĕнет тейĕн. Мĕн чухлĕ илем кунта! Каласа пама сăмахăм та çитмест. Ачасене валли ярăнмалли катаччи те, чуччу та пур. «Ачасен хулинче» шăпăрлансене вăхăта сывлăхшăн усăллă ирттерме мĕн пур услови туса панă. Çумăрлă çанталăкра выляма пĕчĕк пÿрт çĕклесе лартнă. Кунта ачасене валли темĕн те пур. Çавăнпа çулла та, хĕлле те урамра ача-пăча сасси янăрать. Каç кÿлĕм ашшĕ-амăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ те ачисемпе, мăнукĕсемпе уçă сывлăшпа сывлама тухаççĕ, ачасен вăййи-куллипе киленеççĕ.

Кăçал вара лупашкасем хăйсен ачисене выляма ятарлă лапам тума пуçланă. Çитĕнекен ăрăва сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарма тата спортпа туслаштарма условисем туса парассине тĕпе хураççĕ çак ĕçе пуçаракансем. Малтанах ĕç планне палăртса хунă, Крымсарайка ял тăрăхĕн пуçлăхĕнчен ирĕк илнĕ. Шутланипе кăна пулмасть-çке. Асфальт сарма ĕç хатĕрĕсем те кирлĕ. Ялти хастарсем, Мускавра «Стройгеффест» строительство организацийĕнче тăрăшакан бригадăн ĕçченĕсем, укçа-тенкĕ пухса çак ĕçе пуçăннă та. Строительствăра кирлĕ хатĕрсене нумайăшне Мускавран илсе килнĕ. Çуллахи вăхăтра ачасем кунта волейбол вылĕç, конькипе ярăнĕç, хĕлле вара каток çинче пĕр-пĕрне хăвалĕç. Лапам йĕри-тавра сетка тытĕç. 30-35 çынран тăракан ушкăн мĕнпур ĕçе Республика кунĕ тĕлне вĕçлеме палăртать.

Ĕçлеме ÿркенмесен пĕчĕк ялта та пурăнма пулать. Урамра ача сасси илтĕннине, ял илемленсе пынине, пĕр-пĕринпе туслă пурăннине нимĕн те çитмест.

Вера МОРОЗОВА

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429245, Аликовский район, с. Крымзарайкино, ул. Школьная, д. 19
Телефон: 8(83535) 60-2-58
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика