14 апреля 2016 г.
2016 çулхи çырава хатĕрленессипе 2014-2018 çулсен календарь мероприятийĕпе килĕшÿллĕн ĕçсем анлă пыраççĕ. Палăртса хунă мероприятисене пĕтĕмĕшле пурнăçа кĕртнĕ: нормативлă актсене йышăннă, çырав тата унăн пĕтĕмлетĕвĕн программине хатĕрленĕ, çырав хучĕсен бланкĕсен формине çирĕплетнĕ, вĕсен тиражне пăхса тухнă, планшет компьютерĕсем туянса вĕсене программăпа тивĕçтернĕ.
Халĕ ял хуçалăх çыравĕн тĕллевĕсем тата Раççей ШĔМ çыхăнса йĕркене сыхламалли çинчен тата çыравçăсен хăрушсăрлăхĕ çинчен информаципе ăнлантару ĕçĕсем пыраççĕ. Раççей ял хуçалăх çыравне пĕтĕмлетмелли Программăна муниципалитет пĕрлешĕвĕсем тăрăх çирĕплетнĕ ĕнтĕ. Планшет компьютерсемпе усă курни çыравçăсен ĕçне çăмăллатма тата вăхăта перекетлеме, даннăйсене пăхса тухма тата информаципе туллин усă курма май парать.
2015 çул вĕçĕнче çырав объекчĕсен списокне хатĕрлесе çитернĕ: «Элĕк районĕ» муниципалитет пĕрлешĕвĕнче инструктор тата шутлав участокĕсене пайланă. Çавăн пекех çыравçăсен шутне палăртнă. Инструктор участокĕсене йĕркелеме тата çырав докуменчĕсене упрама, транспорт хатĕрĕпе тата çыхăну пулăшăвĕпе усă курассине йĕркелеме кăтартусене ĕç тăвакан власть органĕсене ярса панă.
2016 çулхи май уйăхĕнче Росстат органĕсен территорири специалисчĕсемпе çырав докуменчĕсем хатĕрлессипе вĕренÿ ирттерĕç. Специалистсем хăйсем июнь уйăхĕнче ыттисене кирлĕ сведенисем пухма вĕрентĕç. Районти 30 çынна ятарлă мультимедиллĕ программăпа кирлĕ информаципе тивĕçтерĕç. Информаци пухнă чухне çĕнĕ йышши технологисемпе те усă курĕç. Ял хуçалăх организацийĕсем çырав хучĕсене хăйсем тĕллĕн çырса (хутпа) е электрон мелĕпе статистика отчечĕн «web-сбор» системи урлă тултарĕç.
Хресчен-фермер хуçалăхĕсем тата уйрăм предпринимательсем çÿлерех асăннă системăпа информацие çитерме пултараççĕ. Енчен те вĕсем хăйсем тĕллĕн çырав хучĕсене çырса тултармаççĕ пулсан, кирлĕ информацие çыравçă хăех пуçтарать.
Ял тăрăхĕсенчи килти хушма хуçалăха аталантаракансенчен тата уйрăм хуçалăх тытакансенчен çыравçă планшет компьютерсемпе е çырав хучĕсене машина вулакан формăпа ыйтса пĕлĕ.
Çулталăк пуçланнăранпа Чăвашстат района экипировкăсемпе тата портфельсемпе, çырав символикин продукцийĕпе, канцеляр хатĕрĕсемпе тивĕçтерме тытăннă.
Çырав пĕтĕмлетĕвĕпе ял хуçалăх аталанăвне патшалăх программине пурнăçа кĕртнин мониторингне тунă чухне, РФ апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕн доктрининче, ял территорийĕсене ăнăçлă аталантарас Программăра усă курĕç. Унсăр пуçне пĕтĕмлетÿсем мĕнпур ĕç тăвакан органсене аграри политикине хатĕрлеме, бизнес-пĕрлешĕ-ве, ял хуçалăх таварĕсене туса кăларакансене, наукăпа тĕпчев тата общество ĕçĕсене аталантарма, пĕтĕм тĕнчери организацисене танлаштарусем тума кирлĕ пулĕç.
Вера МОРОЗОВА.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета