Элĕк тăрăхĕнчен тухнă ентешсен кун-çулне куçран вĕçертместпĕр, сăнасах тăратпăр. Раççей шайĕнче палăрнисемпе вара чăннипех те хăпартланатпăр. Вĕсен çитĕнĕвĕсемпе район çыннисене паллаштаратпăр. Сергей Егоров çинчен элĕксем чылайăшĕ илтнĕ ĕнтĕ. Унăн йăх-несĕлĕ Шĕмшеш ял тăрăхĕнчи Сурăмпуç Шĕмшешрен тăсăлать.
Сергей Николаевичăн ашшĕ, Николай Сергеевич, экономист специальноçне алла илнĕ, республикăри тĕрлĕ организацире директорта, генеральнăй директорта тăрăшнă. «Элĕк ачи» ентешлĕхĕн пĕрремĕш президенчĕ пулнă. Çывăх çыннине кура Сергей ывăлĕ те экономист профессине суйланă. Каярахпа юридици енĕпе хушма пĕлÿ илнĕ. С.Н.Егоров 2005-2007 çулсенче Раççей Федерацийĕн финанс министерствинче, каярахпа РФ Правительствин аппаратĕнче ĕçленĕ. Нумаях пулмасть вара ăна Тула облаçĕн Правительствин председателĕн çумне лартнă.