15 февраля 2016 г.
Февралĕн 5-6-мĕшĕсенче Мускав хулинче Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» политика парти- йĕн XV съезчĕн пĕрремĕш тапхăрĕ иртнĕ.
Чăваш Ен делегацийĕн йышĕнче – партин регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов, парти председателĕн Чăваш Енри общество йышăну пÿлĕмĕн ертÿçи Николай Николаев, регионти ĕçтăвком ертÿçи Дмитрий Щепелев, партин Генеральнăй канашĕн членĕ Владимир Романов тата районсемпе хуласенчи пуçламăш уйрăмсен секретарĕсем. Икĕ кун хушшинче съездра Патшалăх Думин депутатне суйланас текен кандидатсене палăртас тĕллевпе партин малтанхи сасăлавне ирттермелли йĕрке çинчен калакан положение çирĕплетнĕ, Устава улшăнусем кĕртнĕ тата ытти ыйтусене пăхса тухнă. Пленарлă ларура парти председателĕ, РФ премьер-министрĕ Дмитрий Медведев çапла палăртса каланă: «Пирĕн Парти Президентăн политика ресурсĕ пулса тăрать. Пĕтĕмĕшле илсен, «Единая Россия» çĕршывра ĕç тăвакан влаçа туса хучĕ, вăл - Раççей Правительстви, çавăнпа та эпир çĕнĕ политика тапхăрне çирĕппĕнех кĕретпĕр».
«Суйлав умĕнхи сасăлав май уйăхĕн 22-мĕшĕнче иртет. Ун хыççăн съездăн иккĕмĕш тапхăрĕнче Патшалăх Думин суйлавне сĕнекен кандидатсен списокне çирĕплетĕç, пирĕн республикăра - Патшалăх Канашĕн списокне. Ĕçлемелли нумай, эпир вĕсене тума хатĕр», - тесе пĕлтернĕ съездăн пĕрремĕш тапхăрне пĕтĕмлетсе партин регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов.
(Хамăр инф.)
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета