22 сентября 2015 г.
Район территорийĕнче тасалăхпа хăтлăха тытса пыма сентябрĕн 21-29-мĕшĕсенче урамсене, кил картисене, парксене, çăвасемпе çул хĕррисене тасатассипе уйăхлăх иртет.
Ăна валли ятарлă йĕркелÿ комитечĕ туса хунă. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене вырăнта тирпей-илем ĕçĕсене йĕркелеме хушнă. Йĕркелÿ комитечĕ район çыннисене кĕрхи субботникра хастар пулма чĕнет.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета