Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп тĕллев - паха медицина пулăшăвĕ парасси

04 сентября 2015 г.

«Ялсене - 100 ФАП» проекта пурнăçласа республикăри ялсенче çĕнĕрен те çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем çĕкленеççĕ. Августăн 31-мĕшĕ Ярхунушкăнь ялĕнче тата ку тăрăхра пурăнакансемшĕн савăнăçлă пулăмпа асра юлчĕ. Çак кун çĕнĕ ФАП уçăлчĕ.

Ял халăхĕшĕн пĕлтерĕшлĕ уява Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, травматологипе ортопеди федераци центрĕн тĕп врачĕ Николай Николаев, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Лидия Никитина, район больницин тĕп врачĕ Василиса Архипова, районти вĕренÿ учрежденийĕсенче ĕçлекенсен профсоюз организацийĕн председателĕ Эльвира Ржанова хутшăнчĕç. «Юлашки вăхăтра республикăра фельдшерпа акушер пункчĕсем тăвасси вăй илсех пырать. Эпир пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвне аталантарассине тĕпе хуратпăр. Çĕнĕрен те çĕнĕ ФАПсем çĕклени халăха вăхăтра кирлĕ те паха медицина пулăшăвĕ пама майсем туса парать», - терĕ Николай Станиславович.

«Сирĕн паян чăннипех те пысăк уяв. Чăваш Ен Пуçлăхĕ тата сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви пулăшнипе эсир вăхăтра пулăшу илме пултаратăр. Подряд организацийĕ ĕçе кĕске вăхăтра вĕçлеме пултарни те пĕлтерĕшлĕ», - терĕ Лидия Никитина. Василиса Архипова «Ялсене - 100 ФАП» проект вĕçленменнине пĕлтерчĕ, республикăра пурăнакансене медицина пулăшăвĕпе тивĕçтересси Чăваш Енри власть органĕсен тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пулнине палăртрĕ. Савăнăçлă мероприятие пухăннисене сывлăхлă пулма сунчĕ. Эльвира Ржанова та сăмах илчĕ. Вăл ял çыннисен ĕмĕчĕ тинех пурнăçланнишĕн савăннине пытармарĕ, республика тата район пуçлăхĕсене тав турĕ.

Ярхунушăньри фельдшерпа акушер пунктне Чăваш Республикин Пуçлăхĕн «Чăваш Республикинчи ял халăхне малтанхи медицинăпа санитари пулăшăвне парассине лайăхлатмалли хушма мерăсем çинчен» Указпа тунă. Çĕнĕ ФАПа стандартпа тата санитари нормисемпе килĕшÿллĕн çĕкленĕ. Светлана Капитонова фельдшер Ярхуньушкăнь, Кураккасси, Чартак, Сурăмварри ялĕсенче пурăнакан 400 ытла çынна пирвайхи пулăшу парĕ. Светлана Геннадьевна савăнăçне пытармарĕ, çак пархатарлă ĕçе хутшăннисене тав турĕ.

Тинех кĕтнĕ самант çитрĕ. Хĕрлĕ хăйăва касса сумлă хăнасем çĕнĕ ФАП алăкне яри уçса кĕчĕç. Кунта çынсен сывлăхне тĕрĕслемелли мĕнпур услови çителĕклĕ. Василиса Архипова хăнасене пÿлĕмсемпе паллаштарчĕ. Районта çĕнĕрен тунă 3 ФАП çинче те чарăнса тăчĕ, киввисене çĕнетмеллине палăртрĕ.

Уяв уявах çав. Кураккасинчи Людмила Андреева ертсе пыракан хĕрарăмсен канашĕ çумĕнчи «Тарават» фольклор ушкăнĕ чăваш халăх юррисемпе пурне те тыткăнларĕ. Ялта çĕнĕ ФАП уçни çак тăрăхра пурăнакансен сывлăхне çирĕплетме пулăшать, сывлăхлă ачасем çураласси çине пысăк витĕм кÿрет. Халĕ çынсем чăннипех те тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ илме пултараççĕ. Ярхунушкăнь, Чартак, Кураккасси, Сурăмварри ялĕсенче пурăнакансен фельдшерпа тăтăшах канашласа чир-чĕртен сыхланма май ытларах пулĕ.

Вера МОРОЗОВА.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429245, Аликовский район, с. Крымзарайкино, ул. Школьная, д. 19
Телефон: 8(83535) 60-2-58
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика