Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Федерацин социаллă хушма тÿлевĕ çинчен

04 сентября 2015 г.

1999 çулхи июлĕн 17-мĕшĕнчи «Патшалăхăн социаллă пулăшăвĕ» федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн Раççей Федерацийĕн территорийĕнче пурăнакан, ĕçлемен пенсионера, унăн пенси виçи пенсионера пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçине çитеймест пулсан, федерацин социаллă хушма тÿлевне параççĕ. Анчах та пурлăх енĕпе тивĕçтернин пĕтĕмĕшле сумми Раççей Федерацийĕнчи пенсионерăн пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçинчен иртмелле мар.

Чăваш Республикин 2014 çулхи октябрĕн 31-мĕшĕнчи «Чăваш Республикинче 2015 çул валли пенсионерăн пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçине туса хурасси çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн пенси çумне хушса тÿлес шалăвне 2015 çулшăн пенсионерăн пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçине 5771 тенкĕ туса хунă.

Ĕçлемен пенсионерсен пĕтĕмĕшле тупăшĕ, регионта палăртнă пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен сахалтарах пулсан, федерацин социаллă хушма тÿлевне илме право пур. Хушма тÿлев виçи тĕрлĕрен пулать, мĕншĕн тесен пенсин сумми пурин те пĕр пек мар.

Алина ПОКЛАКОВА,

РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕ.

 

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429245, Аликовский район, с. Крымзарайкино, ул. Школьная, д. 19
Телефон: 8(83535) 60-2-58
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика