17 июля 2015 г.
Патшалăх статистикин федераци служби 2015 çулхи октябрьте «2015 çулхи социаллă пурнăçпа демографи тĕпчевĕ (халăх микроçыравĕ)» федераци статистика сăнавне ирттерет. Çавна май çĕршыври, республикăри, районти çынсен хальхи пурнăçĕ çинчен социаллă пурнăçпа демографи кăтартăвĕсене илеççĕ. Çавăн пекех 2010 çулхи çырав хыççăнхи улшăнусене палăртаççĕ. Ку çĕршыври (Чăваш Республикинче 24 пине яхăн çын, Элĕк районĕнче - 400 çын) 2 процента яхăн çынна суйласа илсе сăнани. Тĕпченĕ çынсен шутне шутлав участокĕсем суйласа илнĕ ыйтăм кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн палăртаççĕ.
2015 çулхи микроçырав Раççей Федерацийĕн мĕнпур субъекчĕсенче, Чăваш Республикин пĕтĕм хулисемпе районĕ- сенче иртет.
Çынсем çинчен сведенисене ятарласа вĕреннĕ çыравçăсем 2015 çулхи октябрĕн 3-31-мĕшĕсенче пухаççĕ. Вĕсем суйласа илнĕ сăнава лекнĕ çынсен килĕсене çитеççĕ, портативлă планшет компьютерсемпе усă курса электронлă ыйтăм хучĕсем çине хуравсем илеççĕ. Перепиç тăвакансен ĕçне инструкторсем ертсе пыраççĕ. Халăхăн микроçырав кунĕ, урăхла каласан, çынсем çинчен сведени пухмалли вăхăт, çавна шута илесси - 2015 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчи 0.00 сехет.
Халăхăн микроçыравне сăнамалли пĕтĕмĕшле суйласа илнĕ единицăна федераци шайĕнче 2010 çулхи халăх çыравĕн Пĕтĕм Раççейри кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ. Суйласа илессине шутлав участокĕсем тăрăх туса хунă. 2015 çулхи микроçырава ирттерме Чă-ваш Республикинче 60 шутлав участокĕ йĕркеленĕ. Çав шутран Элĕк районĕ тăрăх - Йăлкăш ял тăрăхĕн пĕр шутлав участокĕ, Изванка, Тимĕрçкасси, Ярушка ялĕсем. Шутлав участокĕнче пурăнмалли çуртсем 162, кунта 2010 çулхи халăх çыравĕн кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн 417 çын пурăннă. Асăннă ялсенчи килти хуçалăхсенче пурăнакансенчен ыйтса пĕлмелле, çавăн пекех вăхăтлăх çуккисене те кĕртмелле пулать. Çынсенчен сведенисен пухассипе пĕр çын ĕçлĕ.
Халăхран ыйтса пĕлессине пĕрремĕш хут планшетлă компьютерсемпе усă курса пурнăçлаççĕ. Хуравсене электрон ыйтăм хучĕ çине кĕртеççĕ. Ку çĕнĕлĕх илнĕ информацие йĕркелемелли, кăтартусене пĕтĕмлетмелли вăхăта кĕскетме май парать.
Халăхран ыйтăм вăхăтĕнче илнĕ информаци çирĕп конфиденциаллă, ун çинчен пĕлтерме юрамасть.
Çынсенчен илнĕ хуравсемпе районти, Чăваш Республикинчи, Раççейри халăхсем çинчен пĕтĕмĕшле кăтартусем илнĕ чухне усă кураççĕ. Уйрăм çын, çемье е килти хуçалăх çинчен нимĕн те пĕлтермеççĕ.
Елена ЛЬВОВА,
Чăвашстатăн Элĕк районĕнчи
ертсе пыракан специалист-эксперчĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета