Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хайлавĕсем вилĕмсĕр, вĕсенче - пурнăç

22 мая 2015 г.

Поэт пирĕн умра тÿпери çут çăлтăр пекех ялкăшатьĕ Унăн ячĕ Тăван çĕршыври аслă поэтсен ячĕсемпе пĕр ретре тăратьĕ

Вĕ Давыдов-АнатриĔ поэтĕ

Май уйăхĕн 27-мĕшĕнче вилĕмсĕр «Нарспи» авторĕ Константин Иванов çуралнăранпа 125 çул çитет. Вăл историе поэт пек кăна мар, драматург, тăлмачă, прозаик, фольклорист, ÿнерçĕ пек кĕрсе юлнă. Унăн пултарулăхне чăвашсем кăна мар, ытти халăх çыннисем те пысăка хурса хакланă, хаклаççĕ, хаклĕç те.

Константин Васильевич Ивановăн культура еткерĕн пĕлтерĕшне тĕпе хурса, унăн ĕç-хĕлне асамлă тăвас, халăха литературăна тимлĕх уйăрма хăнăхтарас тĕллевпе 2015 çула Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Указĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Енре К. В. Иванов çулталăкĕ тесе йышăннă. Сăмах май, вăл Раççейри Литература çулталăкĕпе тÿр килет. Вулавăшсемшĕн кăçал питĕ хĕрÿ вăхăт. Раççейре Литература тата Чăваш Енре К. В. Иванов çулталăкне халалланă мероприятисем иртеççĕ. Кашни вулавăшрах çыравçăн вилĕмсĕр хайлавĕ- сене халалласа стендсемпе куравсем йĕркелеççĕ, поэзи каçĕсем ирттереççĕ. Тĕслĕхрен, Тенири тĕп шкулта «Чăваш поэзийĕн классикĕ» кĕнеке куравне йĕркеленĕ. Çак курав ачасене Константин Ивановăн пурнăçĕпе пултарулăхне туллин пĕлме май парать. Çавăн пекех шкулта ачасем унăн хайлавĕсене илемлĕ вулассипе те ăмăртнă.

К. В. Иванов куçаруçă та пулнă. Вăл Лермонтовăн, Кольцовăн, Огаревăн тата ытти çыравçăсен сăввисемпе поэмисене чăвашла куçарнă. Аслă поэтăмăрăн «Нарспи» поэмине вара Чăваш Енре çеç мар, ют çĕр-шывсенче те пĕлеççĕ.

К. В. Иванов - чăваш поэзийĕн классикĕ, чăваш литературине пуçарса яракансенчен пĕри. Унăн «Нарспи» поэми вара кашни чăваш çыннишĕн юратнă хайлав пулса юлчĕ. Ăна вуламассеренех çĕнĕ ăнлану, çĕнĕ шухăш çуралать.

Вера МОРОЗОВА.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429245, Аликовский район, с. Крымзарайкино, ул. Школьная, д. 19
Телефон: 8(83535) 60-2-58
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика