07 апреля 2015 г.
Çурхи уйăх тепĕр пĕлтерĕшлĕ уявпа палăрса тăрать. Ку пĕтĕм чăваш халăхĕ апрелĕн 25-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи кунне паллă туни. Кăçал чăваш халăхне çутта кăлараканĕ И.Я.Яковлев çуралнăранпа 167 çул çитнине паллă тăватпăр. Республика шайĕнче те, районсенче те хатĕрленÿ ĕçĕсем пуçланчĕç. Палăртнă мероприятисем хушшинче «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци те пур. Ăна апрелĕн 24-мĕшĕнче ирттерме палăртнă. Хальхинче виççĕмĕш хут иртекен акцие Аслă Çĕнтерĕве халалланă. Унăн тĕллевĕ - чĕремĕрсене çÿçентерекен вăрçă тематикисĕр пуçне пурнăç тÿпинчи чăваш чĕлхин пĕлтерĕшĕпе сумне тата малашлăхĕпе кирлĕлĕхне тепĕр хут аса илтересси, çак илемлĕ те аркануллă тĕнчен кисревĕнче тăван чĕлхемĕре малалла упраса аталантарасси.
Диктант çырнă çĕре кирек кам та хутшăнма пултарать. Паллах, чăвашла пĕлмелле. Кашни çулах элĕксем те çак акцие хутшăнаççĕ. Кам радио умне хутпа ручка тытса ларать, кама наци телевиденийĕн сенкер экранĕ умĕнче меллĕрех. Ÿркенменисем Шупашкар хулине çитсе çак уява хутшăнма пултараççĕ, кунта аслă вĕренÿ заведенийĕсенче ятарласа аудиторисем уйăрнă. Мĕнле çырнине пĕлес текенсем ĕçсене кĕске вăхăтрах электрон адреспа ярса параççĕ. Япăх паллă илесрен шикленекенсем ĕçсене пама тăхтаса тăнине те сăнама пулать. «Иккĕ» паллăран хăрасси шкултанах юлнă пулас пирĕн. Тĕрĕссипе, çак акцин тĕп тĕллевĕ - кам миçелĕх çырнине пĕлессинче мар, пачах урăххинче. Ман шутпа, пысăк уяв умĕн чĕвĕлти чăваш чĕлхин илемĕпе янăравлăхне итлесе киленесси. Акци валли те ятарлă текстсем хатĕр-леççĕ. Иртнĕ çулсенче Юрий Сементерпе Марина Карягина тексчĕсемпе усă куртăмăр. Кăçал та текст пуян содержаниллĕ пуласси пирки иккĕленместпĕр.
Диктант çыриччен вăхăт нумаях та юлмарĕ пулин те шухăшламалăх, маннă правилăсене аса илмелĕх вăхăт пур тейĕпĕр. Сирĕн хушăра ытти çулсенче акцие хутшăннисем те пур пулĕ тетпĕр. Хăвăр шухăшсене пире каласа парас кăмăл пулсан редакцие çырса ярăр е шăнкăравласа пĕлтерĕр. «Пĕтĕм чăваш диктантне» пĕрле хатĕрленер.
Яланах сирĕнпе пĕрле - Марина ЛЕОНТЬЕВА.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета