Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Никамăн та аякра юлмалла мар

10 апреля 2015 г.

Районта Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 70 çул çитнине паллă тăвас тĕллевпе хатĕрленÿ ĕçĕсем пыраççĕ. Ял тăрăхĕсенче, вĕренÿ учрежденийĕсенче ку енĕпе чылай ĕçе пурнăçланă. Ытларикун район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен пуçлăхĕсене, вĕренÿ тата шкул çулне çитменнисен учрежденийĕсен ертÿçисене акт залне пуçтарчĕ.

- Çĕнтерÿ пирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ уяв пулнине кашнинех тĕпе хумалла. Сумлă уява тивĕçлипе йĕркелесе ирттермелле. Çанталăк условийĕсене кура палăксене апрель уйăхĕнчех юсаса пĕтермелле, вĕсем çывăхĕнче тасатса тирпейлемелле. Ку енĕпе районта хальлĕхе çитменлĕхсем пур-ха. Уяв кунĕнче пĕр ветеран та, тыл ĕçченĕ те, тăлăх арăм та тимлĕхсĕр юлмалла мар,- çирĕппĕнех асăрхаттарчĕ Александр Николаевич.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Эдуард Николаев ял тăрăхĕсен, шкулсен сайчĕсенче мăн асаттесен паттăрлăхĕ çинчен палăртакан информацисене вырнаçтарассине лайăхлатмаллине асăрхаттарчĕ. Хатĕрленÿ мероприятийĕсене вырăнсенчи ветерансен, инвалидсен обществисене, хĕрарăмсен канашĕсене явăçтарма сĕнчĕ. Çавăн пекех районти шкулсенче тĕрлĕ акци иртнине палăртса хăварчĕ. Культура секторĕн заведующийĕ Людмила Семенова вырăнсенче ирттермелли мероприятисен программисене хатĕрлесе пĕтерме сĕнчĕ. Районта иртекен мероприятисенче пуçарулăх кăтартмаллине асăрхаттарчĕ.

Эльвира КУЗЬМИНА.

 

 

 

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429245, Аликовский район, с. Крымзарайкино, ул. Школьная, д. 19
Телефон: 8(83535) 60-2-58
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика