Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Энциклопедире - иртнипе хальхи

06 марта 2015 г.

Нумаях пулмасть Раççей журналисчĕсен Канашĕн секретариачĕ 2014 çулхи чи лайăх журналист произведенийĕсен пултарулăх конкурсĕн пĕтĕмлетĕвне турĕ, хисеплĕ ята тивĕçнĕ тата лауреатсен ячĕсене палăртрĕ. «Раççей журналистикин ылтăн çÿлĕкĕ» номинацире «Чăваш журналистикипе пичет энциклопедине» çыракансен коллективĕ те палăрнă.

Аса илтеретпĕр, «Чăваш журналистикипе пичет энциклопедийĕ» - рес- публикăри информаци агенствисен, полиграфи предприятийĕсен, издательствăсен, массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçĕ-хĕлĕн тĕп енĕсен авалхипе паянхи кунчченхи историйĕн тата аталанăвĕн пирвайхи энциклопеди кăларăмĕ. Проект ертÿçи тата авторĕ - Чăваш Республикин журналистсен Канашĕн председателĕ Валерий Комиссаров, издание хатĕрлекенсем - Владимир Зырянов тата Надежда Осипова.

«Телевиденире, радиора, пичет тата Интернет тытăмĕнче ĕçлекен паянхи çамрăксем чи лайăх йăласемпе тĕслĕхсенчен хăйсене мĕн кирлине илччĕр», - тесе шутлать Валерий Комиссаров.

Çак справкăпа биографи кăларăмне тахçанах пухса хатĕрлеме тĕллев лартнă, 2010 çулта вара Чăваш Ен журналисчĕсен Канашĕн XVII съездĕнче пултарулăх канашĕ 90 çул тултарнă тĕле кĕнеке кăларма шутланă.

Энциклопедире Элĕк район журналисчĕсем çинчен те çырнă: Аркадий Кустиков (Хирлеппуç), Юрий Корнилов, Александр Мешков (Вутлан), Елена Тимофеева (Изванка), Владимир Егоров (Шураç), Геннадий Савельев (Мăн Ямаш), Михаил Кустиков (Хирлеппуç), Леонид Владимиров (Кĕçĕн Тăван), Харитон Лисин(Ехремкасси) тата ыттисем те.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429245, Аликовский район, с. Крымзарайкино, ул. Школьная, д. 19
Телефон: 8(83535) 60-2-58
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика