06 марта 2015 г.
Юлашки çулсенче Чăваш Республикинче пурăнакансен сывлăхне çирĕп- летесси, профилактика ĕçне вăйлатасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Сывлăх сыхлавĕнче пĕлтерĕшлĕ пысăк ĕçсем туса ирттернĕрен пĕчĕк ачасем вилесси чакни те сисĕнет. Ку чухне ял çыннине пахалăхлă медицина пулăшăвĕ илме майсем туса парассипе ĕçленине те палăртмалла. Çакна Чăваш Ен Пуçлăхĕн «Чăваш Республикинче ялта пурăнакансене пĕрремĕш медицинăпа санитари пулăшăвĕ парассине лайăхлатмалли хушма мерăсем çинчен» Указĕ те пурнăçа ăнăçлă кĕрсе пыни çирĕплетет. Сывлăх сыхлавĕн ытти çитĕнĕвĕсем çинчен Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕ тата социаллă аталану министрĕ А. В. Самойлова каласа парать.
- Алла Владимировна, юлашки çулсенче сывлăх сыхлавĕн аталанăвне сахал мар укçа-тенкĕ уйăрнă. Сирĕн шутăрпа, хăш кăтартăвĕсем республикăшăн пĕлтерĕшлĕрех;
- Влаçра сывлăх сыхлавĕ çине тимлĕх уйăрни тата ун çине ытларах укçа-тенкĕ тăкаклани медицинăна аталантаракан тĕп çул-йĕр пулса тăчĕ. Чăваш Енре юлашки 5 çул хушшинче сывлăх сыхлавĕ çине укçа уйăрасси палăрмаллах ÿсрĕ. Çакна пулах çынсене диспансеризаци ирттересси лайăхланчĕ. Чĕре, шыçă чирĕсемпе чирлекенсене медицина пулăшăвĕ парассине çĕнетсе пыратпăр.
- Пирĕн çĕршывра çынсем вилнин тĕп сăлтавĕсенчен пĕри онкологи чирĕ пулни паллă. Ку енĕпе регионта мĕнле ĕçсем туса ирттереççĕ;
- 2010 çултанпа Чăваш Республики Наци онкологи программине хутшăнать. Республикăра территорисем хушшинчи 6 диагностика центрĕ ĕçлет. Çавăн пекех районсемпе хуласенчи медицина учрежденийĕсенче пуçламăш онкологи пÿлĕмĕсем йĕркеленĕ. Модернизаци программипе килĕшÿллĕн кашни район больницинчех врач-онкологсем ĕçлеме пуçланă. Скрининг программисене пурнăçа кĕртни тата районсем хушшинчи диагностика центрĕсем ĕçе пĕлсе йĕркеленĕрен онкологи чирĕсене пуçламăш тапхăртах тупса парасси лайăхланчĕ. 2014 çулта диспансеризаци тĕрĕслевĕ ирттернĕ вăхăтра 512 çыннăнне шыçă чирне тупса палăртнă. Вăл шутра Элĕк районĕнче пурăнакан 18 çыннăн онкологи чирĕ аталаннине шута илнĕ. Шыçă чирĕпе чирлекенсене пахалăхлă медицина препарачĕ- семпе тивĕçтерессине те йĕркеленĕ.
- Диспансеризаци ирттерни чи малтанах мĕнле чирсене тупса палăртма пулăшать;
- Çулсеренех диспансеризацие çынсене йышлăн явăçтарма тăрăшатпăр. Çакă чирсене пуçламăш тапхăрта тупса палăртасси çине витĕм кÿрет. Диспансеризаци кăтартăвĕсене тишкерсен çакă курăнать, тĕрĕслев витĕр тухнисенчен 30 проценчĕ чĕре чирĕсемпе чирлет. Çавăн пекех юн пусăмĕ вылянипе аптракансем йышлă. Тĕрĕслев çынсенчен нумайăшĕ сахал хускану тунине, тĕрĕс апатланманнине, кĕлетке виçи ытлашши пулнине, сахăр диабечĕпе, вар-хырăм, эндокринологи чирĕсемпе чирленине палăртма пулăшать. Сăмах май каласан, шыçă чирĕсене те нумай чухне диспансеризаци ирттернĕ чухне тупса палăртаççĕ. Пĕлтĕр Элĕк районĕнче пурăнакан 3123 çын диспансеризаци тĕрĕслевĕ витĕр тухнă.
- Алла Владимировна, профилактика енĕпе республикăра ĕçсем еплерех пыраççĕ;
- Профилактика çинчен сăмах хус- катнă май сывлăх центрĕсем çинче чарăнса тăни вырăнлă тетĕп. Кун йышши центрсем районсемпе хуласенчи медицина учрежденийĕсенче те ĕçлеççĕ. Çавăн пекех профилактика пÿлĕмĕсем йĕркелени те пĕлтерĕшлĕ. Шăп та шай вĕсем профилактика тĕрĕслевне ирттереççĕ. Мĕнпур ача çулсеренех медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухать. Вĕрентекенсем, медицина ĕçченĕсем, апатлану, ытти чылай предприятире ĕçлекенсем кашни çулах сывлăхĕсене тĕрĕслеттереççĕ. Вăл е ку ушкăна лекейменнисем диспансеризаци тĕрĕслевĕ витĕр тухаççĕ. Çынсене паян спорта явăçтарса сывлăха çирĕплетме хăнăхтарасси çине тимлĕх уйăрмалла. Ытти çĕрти пекех Элĕк райо- нĕнче те алла туя тытса темиçе çухрăм утса çÿрекенсем йышлă. Çакă чĕре чирĕсене хирĕç кĕрешмелли чи лайăх меслет пулнине тĕрлĕ тĕпчевсем çирĕплетнĕ те ĕнтĕ. Çирĕп сывлăхлă пулас тесен çавăн пекех тивĕçлипе апатланмалла, стрессăр пурăнма хăнăхмалла, сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла.
- Республикăра тухтăрсен мобильлĕ бригади тĕрлĕ çĕре тухса тĕрĕслевсем ирттерни пĕлтерĕшлĕ-и;
- Çак ĕçе йĕркелени пысăк пĕлтерĕш- лĕ. Тухтăрсен бригади Чăваш Республикинчи сиплев учрежденийĕсене тата пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсене çитет. Çынсене консультаци панипе пĕрлех ĕçе йĕркелемелли майсемпе паллаштарать. Тухтăрсен мобильлĕ бригади кашни районах çитме, тĕрĕслевсем ирттерме тăрăшать. Уйрăмах онкологи чирĕ- сене малтанхи тапхăртах тупса палăртассине тĕпе хураççĕ. Ятарлă автобуссем çинче хĕрарăмсен кăкăр ракĕнчен тĕрĕслеме маммографи, ультросасăлав ирттермелли ятарлă аппаратсем пур. Арçынсем те простатăран тĕрĕсленме пултараççĕ. Юн илсе маркер туни те онкологи чирĕсене палăртма пулăшать. Мобильлĕ бригадăпа тĕрлĕ специалистсем çула тухаççĕ.
- Сиплев учрежденийĕсенче кадрсем енчен çитменлĕх çук-и;
- Чăваш Енре пĕтĕмĕшле илсен, Раççейрипе танлаштарсан вăтамран, тухтăрсемпе тивĕçтересси пысăкрах-ха. Апла пулин те хăш-пĕр специальнăçсемпе кадрсем çитмеççĕ. Уйрăмах çакă ялсенче сисĕнет. Паянхи куна Элĕк райо- нĕнче те Шĕмшешри, Тавăтри, Элĕкри пĕр участокра пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсенче тухтăрсем çитмеççĕ. Апла пулин те ку чухне асăннă территорисенче пурăнакансем тимлĕхсĕр мар. Çитес вăхăтра ку ыйтăва татса парасса шанатăп. «Земство тухтăрĕ» программа пурнăçа кĕме пуçланăранпа ку ыйтăва чылай çĕрте татса пама май килчĕ. Элĕк районне те 7 çамрăк килни паллă.
- Тавтапуç калаçушăн.
Эльвира КУЗЬМИНА калаçнă.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета