Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Оборонăпа спорт мероприятийĕсем хастарлăха ÿстереççĕ

03 февраля 2015 г.

Вĕренÿ никĕсĕн тĕп пахалăхĕсене пурнăçа кĕртсе пырас задачăна паян шкул çине çирĕплетнĕ. Çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парассипе вĕренÿ учрежденийĕсенче ĕçе япăх мар йĕркеленĕ. Педагогсем чи малтанах вĕренекене Тăван çĕр-шыв пĕлтерĕшне ăнлантарни уйрăмах вырăнлă. Шкул ачи аталаннă май коллектившăн, класшăн, шкулшăн, Тăван çĕр-шывшăн хăй мĕн тума хатĕррине палăртать. Ку чухне вара хăй çĕр-шывăн чăн-чăн гражданинĕ пулнине ăнланни патриотла воспитани илнине палăртакан пулăм. 2014 çулхи кăрлачăн 17-мĕшĕнче Элĕк район администрацийĕн постановленийĕпе çирĕплетнĕ «Вĕренĕве 2014-2020 çулсенче аталантарасси» муниципалитет программин «Элĕк район çамрăкĕсем: 2014-2020 çулсенче» хушма программине пурнăçа кĕртсе кăçалхи кăрлачăн 23-мĕшĕпе нарăсăн 23-мĕшĕччен оборонăпа массăллă тата спорт ĕçĕсен уйăхлăхне ирттерме палăртнă. Унăн тĕп тĕллевĕ: çитĕнекен ăрура гражданлăх туйăмне вăратасси, патриотла воспитани парасси, кăмăл-сипет пĕлтерĕшне ÿстересси, ăна упраса хăварасси тата Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннисене ĕмĕрлĕхех асра тытасси.

Çÿлерех асăннă тапхăрта шкул ачисем вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă ветерансемпе, Афганистан çĕрĕ çинче интернационалла тивĕçе пурнăçланисемпе, «вĕри точкăсенче» çар службине ирттернисемпе тĕл пулаççĕ. Тăван çĕр-шыв хÿтĕ- левçисен кунне халалласа паттăрлăх урокĕсем, тематика каçĕсем иртеççĕ. Уйăхлăх вăхăтĕнче 1997 çулта çуралнă тата кĕçĕнрех вĕренекенсемпе районти яшсен командисем хушшинче волейбол ăмăртăвĕсем пулаççĕ. Кăмăл пуррисем пурте Пĕтĕм Раççейри «Йĕлтĕр йĕрĕ - 2015» йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвне хутшăнма пултараççĕ. «Ачасене - Аслă Çĕнтерÿ çинчен» курав уçма палăртнă. Вĕренÿ тытăмĕнче ĕçлекенсем те асăннă мероприятисенчен аякра юлмаççĕ. Пăшалпа тĕл перессипе тата шашкăлла выляссипе ăмăртаççĕ. Уйăхлăх вăхăтĕнче «Çамрăк техник» ятпа районти вĕренекенсен техника пултарулăхĕн куравĕ иртет. Шкул ачисем «Çул çинчи хăрушсăрлăхшăн» конкурсра та ăмăртĕç.

Оборонăпа массăллă тата спорт ĕçĕсен уйăхлăхĕ Тăван çĕр-шыв хÿтĕ- левçисен кунне халалланă савăнăçлă уяв мероприятийĕсемпе вĕçленет.

Эдуард НИКОЛАЕВ,

районти вĕренÿ пайĕн пуçлăхĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429245, Аликовский район, с. Крымзарайкино, ул. Школьная, д. 19
Телефон: 8(83535) 60-2-58
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика