10 декабря 2014 г.
Максим Лисенков, Юнтапари пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕн тухтăрĕ:
РФ Президенчĕ Владимир Владимирович Путин 2015 çула чĕре тата юн тымарĕсен чирĕсене хирĕç кĕрешмелли наци çулталăкĕ тесе палăртмаллине пĕлтерчĕ. Çак ĕçе сывлăх сыхлавĕн, вĕренÿ тата спорт учрежденийĕсен çеç мар, культура тытăмĕнче тăрăшакансен те хутшăнмалла. Ял-йыша сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарассипе çине тăрса ĕçлемелле. Владимир Путин тухтăрсен хĕрхенÿ, ырă кăмăллăх тата чыслăх туйăмĕсене ÿстермелле тенине те ырласа йышăнатăп.
Светлана Порфирьева, предприниматель:
Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă Çырупа эпĕ килĕшетĕп. Уйрăмах предпринимательсене умри тăватă çулта налук ÿсменни хавхалантарчĕ. Налук законодательстви çулсерен улшăнса пыни умри тĕллевсене палăртса хума, ĕçе йĕркелеме кансĕрлет-çке. Владимир Путин хăйĕн Çырăвĕнче контрольпе надзор органĕсен тĕрĕслевĕ çинче те чарăнса тăчĕ. Çакă паянхи куншăн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тĕрĕслевсенче кăлтăксем пулмасан виçĕ çул лăпкă пурăнма пулать.
Надежда Прохорова, РФ Ял хуçалăх центрĕн Элĕкри уйрăмĕн аслă агрономĕ:
Раççей Президенчĕ Владимир Путин ял ĕçченĕсен ĕçне пысăка хурса хаклани савăнтарать. Кăçал çĕр-шывра тухăçлă тĕш тырă туса илнĕ-çке. Çавăншăн Владимир Владимирович ял çыннисене тав тунă. Пирĕн районта та тыр-пул тухăçне ÿстерсех пырасси тĕп вырăнта. Ку енĕпе РФ Ял хуçалăх центрĕн Элĕкри уйрăмĕн ĕçченĕсем те сахал мар вăй хураççĕ. Çитес çул пур хуçалăхсем те паха вăрлăх кăна акса хăварччăр тесе тăрăшатпăр. Анализа тăратнă акмалли тырăсене çийĕнчех тĕрĕслетпĕр, ертÿçĕсемпе специалистсене ырă сĕнÿ-канаш паратпăр.
Первоисточник: АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"