09 июля 2014 г.
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси вĕсен пурнăç условийĕсене лайăхлатмалли тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăрать.
РФ Президенчĕн ку тĕлĕшпе кăларнă ятарлă Указĕпе килĕшÿллĕн, Аслă вăрçăра пулнă упăшки вилнĕрен тăлăха тăрса юлнă Ольга Лаврентьева (Шуркасси ялĕнчен) çурт-йĕр туянмалли свидетельство илнĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Лидия Никитина сертификатпа ăнăçлă усă курма çирĕп сывлăх суннă. РФ Президенчĕн Указне пурнăçласа çурт-йĕр (хваттер) туянма е çĕнĕрен хăпартма вăрçăра пулнă189 ветеран свидетельство илнĕ, 188-шĕ пурăнмалли çурт-йĕрлĕ пулнă.