01 февраля 2014 г.
Кăрлач уйăхĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа васкавлă службăсене «101», «102», «103» тата «104» номерсемпе шăнкăравламалла.
Çак улшăнусем РФ Çыхăну тата массăллă коммуникацисен министерствин хушăвĕпе килĕшÿллĕн пурнăçа кĕреççĕ. Виçĕ цифрăллă номерсем çине тапхăрăн-тапхăрăн куçма палăртнă. Малашне эпир пурте лайăх пĕлекен номерсем çумне малтан 1 хушмалла. Тĕслĕхрен: пушар службине тата МЧС органĕсене шăнкăравлас тесен «101» пусмалла, полицие чĕнмешкĕн – «102», васкавлă медицина пулăшăвĕ кирлĕ чухне – «103», авари газ службине – «104». Пĕрлехи çăлав службин номерĕ малтанхи пекех юлать: «112». Çак номерпе стационар тата карас телефонĕсенчен те шăнкăравлама юрать. Çĕнĕ тытăм çине хăçан куçасси карас çыхăнăвĕн операторĕсем техника тĕлĕшĕнчен хатĕрленсе çитнинчен килет. Ку ĕçе вĕçличчен малтанхи «01», «02», «03», «04» номерсене те пăрахăçламаççĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета