12 февраля 2014 г.
Хальхи вăхăтра районта мĕн пур ĕçлекенсен 30,9 проценчĕ пĕчĕк бизнесра тăрăшать. Иртнĕ çул ку енĕпе 777 çын вăй хунă, вĕсенчен 287-шĕ – пĕчĕк тата вăтам предприятисенче, 199-шĕ – хресчен-фермер хуçалăхĕсенче, 291 çын харпăр хăй предпринимательствăпа ĕçленĕ.
Районта халĕ пĕчĕк предпринимательствăпа ĕçлекен 57 предприяти шутланать, вĕсен йышĕнче пĕр хресчен-фермер хуçалăхĕ. 2013 çулта пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăра тăрăшакансем 123,2 миллион тенкĕлĕх продукци ăсатнă тата пулăшу ĕçĕ туса панă, ку вăл 2012 çулхинчен 74,8 процент. Ку отрасльте пĕлтĕрхи кăрлач-раштавра уйăхсеренхи ĕç укçи 10107,8 тенкĕпе танлашнă, çакă виçĕмçулхинчен 17,3 процент нумайрах. Налуксем 1306,2 пин тенкĕ таран пухăннă (2012 çулхинчен 86 процент нумайрах).
Пĕчĕк предпринимательство ытларах ял хуçалăхĕнче аталанать (38,6 процент), строительствăра – 19,3, суту-илÿпе обществăлла апатланура 12,3 процент.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета