08 февраля 2019 г.
Хĕллехи кунсем кайăксене пысăк чăрмав кÿреççĕ. Уйрăмах шартлама сивĕре тата юр нумай çунă вăхăтра вĕсене апат шырама та, пурăнма та йывăртарах. Çуллахи вăхăтра йывăç-курăка тĕрлĕ хурт-кăпшанкăран сыхлакан «çунатлă туссем» выçă чухне хытах аптăраççĕ, шăнаççĕ. Çавăнпа та хĕлле пирĕн кайăксем пирки шутламалла. Кайăксем хамăр тăрăхрах лайăх хĕл каçчăр тесен вĕсене апатлантармалла. Акă шкул ачисем технологи урокĕсенче сырăшсем ăсталама юратаççĕ. Кайран вара хăйсен ĕçĕсемпе кайăксене апатлантарнă çĕрте усă кураççĕ, йывăçсем çине вырнаçтараççĕ. Ураскилт шкулĕнче кĕçĕн класра вĕренекенсем сырăшсем ăсталанă. Унтан кайăксем çиме юратакан тутлă апат хурса йывăç тураттисем çине çакнă.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета