11 января 2019 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Элĕк район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Куликовпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.
Тĕлпулу вăхăтĕнче муниципалитет ертÿçи район аталанăвĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн тĕп кăтартăвĕсем çинчен каласа панă. Çавăн пекех ял хуçалăхĕ, çĕнĕ инвестици проекчĕсене пурнăçласси, район бюджетне пуянлатмалли çăлкуçсене шырасси çинчен те калаçу пынă.
Александр Куликов çĕр лаптăкĕсене тата муниципалитет пурлăхне арендăна панипе тата сутнипе 2018 çулта район бюджетне 6 млн тенкĕ хушма укçа килнине палăртнă. «Ку бюджет тупăшне ÿстермелли лайăх май. Арендăна панипе тата сутнипе укçа-тенкĕ килни 100 проценчĕпех районта юлать. Ку укçа-тенкĕне ял çыннисен пурнăçне лайăхлатнă, района аталантарнă, ытти вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса панă çĕре яма юрать», - тенĕ Михаил Игнатьев. Çавăн пекех çывăх вăхăтрах усă курман мĕнпур çĕр лаптăкĕсене ĕçе кĕртме кирли çинчен те каланă. Хальхи вăхăтра муниципалитет территорийĕнче ахаль выртакан лаптăксем 5 пин гектара яхăн. Çитес 2 çулта вĕсене пусă çаврăнăшне кĕртме палăртнă. Михаил Игнатьев çĕнĕ ĕç вырăнĕсем тума кирли, ĕçшĕн тивĕçлипе, саккунпа килĕшÿллĕн тÿлемелли пирки те каланă.
М.МИХАЙЛОВА
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета