Ефремкасинский территориальный отдел администрации Аликовского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сивĕре те ĕçчен çын тĕлĕрмест

26 января 2018 г.

Урамра хĕл кунĕсем пулин те аграрисем майĕпен çур акине хатĕрленме пуçланă та ĕнтĕ. «Россельхозцентр» филиалăн специалисчĕсемпе республикăри ял хуçалăх предприятийĕсен представителĕсем кĕрхи культурăсен пахалăхĕн мониторингне тăвас ĕçе йĕркеленĕ. Вĕсен кăтартăвĕсем тăрăх, январĕн 22-мĕшĕ тĕлне илсен, кĕркунне акса хăварнă культурăсен 50,6 проценчĕ лайăх, 44,8 проценчĕ юрăхлă, 4,6 процент юрăхсăр шайра. Специалистсем палăртнă тăрăх, юр айĕнчи кĕрхи калчасем симĕс, унти тутлăхлă япаласем те çителĕклĕ. Ÿсен-тăран çине шăши тапăнни тата юр айĕнчи калча кăвакарнă хăрушлăх çук.

Кăçал ку таранччен юр ытлашшиех çуса каймарĕ пулин те, çапах та юр сийĕ кăпăшка, уйсенче вăл 5-30 см тарăнăш. Çĕр 3-22 см хулăнăш шăннă.

Пĕлтĕр кĕркунне пирĕн районта кĕрхи тĕш тырă культурисене 2480 гектар çинче акса хăварнă. Мĕнпур лаптăк çинче калча аван упранать. Çавăн пекех хуçалăхсем çурхи ĕçсене те вăхăтра пурнăçласси пирки шухăшлама пуçланă ĕнтĕ. Пĕтĕмпе кăçал çур акине валли 19450 центнер тырă вăрлăх ха- тĕрлемелле. Вăрлăх инспекцийĕн специалисчĕсем пĕлтернĕ тăрăх, пăхса тĕрĕсленĕ вăрлăхран 7223 центнерĕ кондициллĕ, 12227 центнерĕ кондициллĕ мар. Çавăнпа та хуçалăх ĕçченĕсен ку енĕпе тимлемелли чылай-ха. Унсăр пуçне вăрлăхлăх тырра вăхăтра аласа тасатни те пĕлтерĕшлĕ.

Паянхи куна ку енĕпе «Авангард», «Новый путь» хуçалăхсем, «С.Александров» хресчен-фермер хуçалăхĕсем ĕçлеççĕ. «Авангард» хуçалăха илес пулсан, кунта кашни кунах хĕрÿ ĕç пырать. Тырă аламалли ятарлă машина ир пуçласа каçченех пĕр кĕлетре шавлать. Паянхи кун кунта урпа сортировка витĕр тухать. Иртнĕ кунсенче тулăпа сĕлле аласа пĕтернĕ. Ку енĕпе пурĕ çиччĕн ĕçлеççĕ. Зоя Фомина, Полина Егорова, Алевтина Филиппова, Фаина Куликова, Ираида Логинова, Юрий Иванов, Станислав Яковлев яра куна йĕтем çинче тырă аламалли кĕлетре тăрăшаççĕ. Çавăн пекех вĕсем фермăри выльăх-чĕрлĕх валли фураж та авăртса параççĕ. «Иртнĕ кĕркунне тĕш тырă культурисем ăнса пулнăран кăçал, ытти çулсенчи пекех, вăрлăх çителĕклĕ. Ку, паллах, аван, анчах та пухса илнĕ тырă сутлăх та пур. Хаксем тивĕçтерменнине пула çеç ăна сутма йывăр», - палăртрĕ Елена Логинова кладовщица.

Тырă пахалăхĕ тивĕçтерет. Паллах, вырса илнĕ хыççăн пулса çитнĕ тырра типĕтнинчен те, ăна мĕнле тата ăçта упранинчен те килет. Ку хуçалăхра çур акине тĕплĕн хатĕрленни курăнать. Сивĕ çанталăкра та ĕçчен çын тĕлĕрмест. Çакăнтан килет те ĕнтĕ тупăшлă ĕçлесси тата ĕçе вăхăтра пурнăçласси.

А.СИЛИВЕСТРОВА

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика