30 января 2018 г.
Шупашкарти «Асамат кĕперĕ» культурăпа курав центрĕн «Чăваш Ен сăнĕсем» проекчĕ Раççей Президенчĕн грантне çĕнсе илессишĕн пынă конкурсра чи ăнăçли пулса çĕнтерни çинчен хамăр вулакансене хаçатăн иртнĕ номерĕнче пĕлтернĕччĕ. Асăннă пуçару шучĕпе чăваш халăхĕн паллă çыннисем çинчен каласа паракан курава республикăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 21 учрежденире ĕçлеттерме палăртнă. Шкул ертÿçисем иртнĕ эрнере алла сертификатсем илме ĕлкĕрчĕç те.
Курав уçăласси нумая кĕттермерĕ. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Элĕкри вăтам шкулта çак канмалли кунсенче стендсене шкулăн иккĕмĕш хутĕнчи коридора вырнаçтарчĕç. Тунтикун галерейăна савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Шкул ачисем умĕнче район пуçлăхĕ – шкул директорĕ Владислав Волков тухса калаçрĕ. Владислав Константинович курав пĕлтерĕшне палăртнă май уйрăмах Иван Яковлев ячĕ çинче чарăнса тăчĕ. Сăлтавсăрах мар паллах. Чăвашсен паллă просветителĕ çуралăранпа кăçал 170 çул çитет, çавна май Чăваш Енре 2018 çула Иван Яковлева халалланă. Элĕк вăтам шкулĕ Аслă Вĕрентекенĕмĕр ячĕпе хисепленсе тăни те пĕлтерĕшлĕ.
Пухăннисене курав уçăлнă ятпа «Асамат кĕперĕ» центр директорĕн çумĕ Светлана Краснова саламларĕ. «Куравра эсир пысăк хисепе тивĕçнĕ çынсен пултарулăхĕпе паллашма пултаратăр. Вĕсем Чăваш Еншĕн кăна мар, пĕтĕм Раççейшĕн тăрăшнă», - терĕ Светлана Валерьевна. Çав вăхăтрах проект ачасене шырав ĕçне явăçтарма пулăшасса шаннине пĕлтерчĕ. Чăнах та, курава пăхса тухнипех ĕç вĕçленмест. Тĕрĕсрех, пысăк ĕçĕн пуçламăшĕ çеç тесе каласан та йăнăш пулмĕ. Элĕк тăрăхĕ паллă çынсемпе пуян пулнине шута илсе ачасем хăйсем презентацисемпе видеофильмсем хатĕрлеме, тĕпчев ĕçĕсем çырса конкурса тăратма пултараççĕ.
Малалла асăннă центртан килнĕ Ксения Никифорова экскурсовед Чăваш Енри паллă çынсем çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Ксения Владимировна Элĕк шкулĕнчи çамрăк экскурсоводсене хăйне евĕр мастер-класс пачĕ тесен те йăнăшмăпăр, мĕншĕн тесен курав Элĕк шкулне яланлăхах юлнине шута илсен экскурсоводсен ĕçĕ пуçланать çеç-ха. Сăмах май, улттăмĕш класра вĕренекен хĕрачасемпе арçын ачасем Элĕкри таврапĕлÿ музейĕнчи «Çамрăк экскурсовод» кружокра ăсталăха туптаççĕ. Шкулта вара вĕсене Надежда Никитина вĕрентекен пулăшса пырать. Экскурсоводсене хатĕрлес ĕç пĕрремĕш çул кăна пулса пымасть шкулта. Çак ĕç малалла та ăнăçлă аталанасси иккĕлентермест.
Мероприяти хăйне евĕр тĕрĕслевпе вĕçленчĕ. Кашни стенда тишкернĕ хыççăн ачасем викторина ыйтăвĕсем çине хуравларĕç.
Марина ЛЕОНТЬЕВА.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета