Ефремкасинский территориальный отдел администрации Аликовского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕлĕхе пула çынсем пулăшусăр юлмĕç

30 января 2018 г.

Хăвăрт тата професси тĕлĕшĕнчен пахалăхлă пулăшу парасси - çакна тĕпе хураççĕ те васкавлă пулăшу уйрăмĕн ĕçченĕсем. Кирек епле инкекре те вĕсенчен нумай килет-çке.

Юлашки çулсенче республикăри медицина тытăмĕнче ку тĕлĕшпе чылай çĕнĕлĕх пурнăçа кĕрет. Вăл шутра районсенчи васкавлă пулăшу уйрăмĕсене Республикăри васкавлă медицина пулăшăвĕн станцийĕпе пĕрлештерес ĕç те вĕçленсе пырать.

Элĕк район больницин тĕп врачĕ Валерий Егоров пĕлтернĕ тăрăх, ку кăтарту халĕ 99 процентпа танлашать темелле. Февраль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен, Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствин хушăвĕпе килĕшÿллĕн Элĕк районĕн больници çумĕнчи васкавлă пулăшу уйрăмне те Республикăри васкавлă медицина пулăшăвĕн станцийĕ çине куçараççĕ. Куншăн вара тÿрех пăшăрханса ÿкме кирлĕ мар. Районти васкавлă пулăшу уйрăмĕ ытти чухнехи пекех ĕçлĕ, юрисдикци тĕлĕшĕнчен çеç Шупашкара пăхăнса тăрĕ.

- Февраль уйăхĕн пуçламăшĕнчен Элĕкри васкавлă пулăшу паракан уйрăм ытти районсенчи пекех çĕнĕ структура пулĕ, унăн тĕп учрежденийĕ Васкавлă медицина пулăшăвĕ паракан станци шутланать.

Элĕк район çыннисен çакна та асра тытса юлмалла. Малашне васкавлă пулăшу уйрăмне кĕсье, стационар телефонĕсенчен 103 е 112 телефон номерĕсемпе шăнкăравласа пулăшу ыйтмалла.

Çак çĕнĕлĕх район çыннисемшĕн чăрмавсемсĕр пурнăçа кĕрессе шанас килет. - Сăмах май, республикăри васкавлă пулăшу уйрăмĕсене пĕрлештерес ĕç Чăваш Енре темиçе çул каяллах пуçланнă, ытти районсенчи васкавлă пулăшу паракан уйрăмсем асăннă станципе тахçанах пĕрлешнĕ. Темиçе район çеç юлнăччĕ, вăл шутра Элĕк районĕ те, - ăнлантарать Элĕк район больницин тĕп врачĕ В.Егоров. - Ку çĕнĕлĕх васкавлă пулăшу уйрăмĕн ĕçне нимĕнле чăрмав та кÿме пултараймасть, юридици тĕлĕшĕнчен çеç хăш-пĕр улшăнусем пулса иртеççĕ. Ку чухне районти фельдшерсем те, оборудовани те, техника та - пĕтĕмпех вырăнта юлать. Иртнĕ кунсенче вара районти больница çумĕнче шутланакан васкавлă пулăшу уйрăмне ятарлă тăватă çĕнĕ техникăпа тивĕçтерчĕç. Пĕртен-пĕр çĕнĕлĕх вăл - республикăри мĕнпур васкавлă пулăшу уйрăмĕн ĕçне пĕрлехи диспетчер служби йĕркелесе тăни.

Диспетчер мĕнпур васкавлă пулăшу уйрăмĕсенчи транспорт çинчен пĕтĕм информацие тата фельдшерсен ĕçĕ çинчен пĕлсе тăрĕ. Валерий Геннадьевич пĕлтернĕ тăрăх, енчен те Элĕкри пĕр васкавлă пулăшу машини чирлĕ çынпа Шупашкара, тепри вара Çĕмĕрлене кайнă пулсан, çав вăхăтрах Нурăсри васкавлă пулăшу машини пушă ларать пулсан, вăл килет те Элĕк районĕнче пурăнакан чирлĕ çын патне. Пĕрлехи диспетчер служби ГЛОНАССпа палăртать те Муркашри е Вăрнарти васкавлă пулăшу машини çула тухма пултарнине. Çÿлерех асăнтăм ĕнтĕ, республикăра ытти районсенче кун пек майпа темиçе çулах ĕçлеççĕ. Районти васкавлă пулăшу уйрăмне республикăрипе пĕрлештерни фельдшерсен ĕçне çăмăллатнипе пĕрлех хăвăртлатма та пулăшать.

Ку çĕнĕлĕх пурнăçа кĕнĕ май тепĕр саманта та палăртса хăвармалла. Муркаш, Элĕк, Вăрнар районĕсенчи васкавлă пулăшу уйрăмĕн врачĕсем вара пĕр бригадăна пĕрлешеççĕ. Вĕсем чирлисене квалификациллĕ пысăк пулăшу парĕç. Ытларах чухне аслă пĕлÿллĕ, пысăк опытлă тухтăрсем йывăртарах чирлисем патне, инфаркт пулнисем патне те çитеççĕ, çул-йĕр çинчи аварисене тухаççĕ.

Эльвира КУЗЬМИНА.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика