Ефремкасинский территориальный отдел администрации Аликовского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Диплома тивĕçнĕ

30 января 2018 г.

Январĕн 27-мĕшĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ хăйĕн 100 çулхи юбилейне паллă турĕ. Савăнăçлă лару-тăрура уява СССР халăх артисчĕ, театрăн пултарулăх ертÿçи Валерий Яковлев уçнă. Вăл курма килнисене уяв ячĕпе саламланă, театр ÿнерне юратакансене тав тунă.

Паллах, кирек епле пысăк уявра та пултаруллă çынсене чысламасăр пулмасть. Акă ун чухне те чăваш драмтеатрĕ 100 çул тултарнă ятпа ирттернĕ республика конкурсĕнче çĕнтернисене чысланă. «Халăх юратакан театр» культурăпа массăллă мероприятисен республика конкурсĕнчи çĕнтерÿçĕсен йышĕнче Элĕксем пурри савăнтарать. Пирĕн районти культура çурчĕн пултарулăх коллективĕ «Чи лайăх культура мероприятийĕ» номинацире 1-мĕш степеньлĕ диплома тивĕçнĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика