13 февраля 2018 г.
Çак кунсенче Çирĕккасси ялĕнчи Татьяна Владимировна Ефимова 90 çул тултарнă. Ăна юбилей ячĕпе Мăн Вылă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Иванов саламланă. Ватăна чысласа «Ахпай» халăх фольклор ушкăнĕ концерт кăтартнă.
Хисеплĕ ватăна кашниех çирĕп сывлăх, ăнăçу, телей суннă. Çакна та палăртма кăмăллă. Татьяна Владимировнăн кĕçĕн ывăлĕ Владимир тата Светлана кинĕ - «Ахпай» коллективне хутшăнакансем.
Хисеплĕ юбиляр тыл ĕçченĕ тата ĕç ветеранĕ. Вăл вун ултă çултах Çирĕккассинчи сÿс-кантăр заводĕнче ĕçлеме тытăннă, ĕне сăваканра та тăрăшнă. Чун-чĕреллĕ хĕрарăм Федор Ефимович мăшăрĕпе пилĕк ачана пурнăç парнеленĕ. Халĕ Татьяна Владимировна вун пĕр мăнукĕпе тата тăхăр кĕçĕн мăнукĕпе савăнать.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета