Ефремкасинский территориальный отдел администрации Аликовского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç уттинчен юлман

30 марта 2018 г.

Эп кун сиктерсе Шураç магазинне çитсе килетĕп. Пĕррехинче Иван Захаровичпа тĕл пултăмăр та иртнĕ вăхăтри хăш-пĕр самантсене аса илтĕмĕр. Ялта ăна Евдоким Ванюкĕ тесе калаççĕ. Унăн ашшĕ, Евдоким Захарович, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пулнă, ордена тивĕçнĕ. Вăл Кураккассинчи Мария Григорьевăпа пĕрлешнĕ. Çĕнĕ çын ятлă-сумлă йăхран тухнăскер. Çамрăк мăшăр Вырăс Колькин арăмне пăхма килĕшет те çав çуртра пурăнма пуçлать. Çемьене 4 ывăл - Валериан, Иван, Виталий, Вова тата 2 хĕр - Анютăпа Алина хушăнаççĕ. Кил хуçи Евдоким шорникра тăрăшнă. Ал ĕç ăсти те пулнă вăл, йĕке ăсталанă. Мария мăшăрĕ вара колхоз ĕçĕнчен уйрăлман.

Сăмахăм, Захаровсен иккĕмĕш ывăлĕ Иван çинчен. Вăл Шураçри пуçламăш, Мăн Вылăри вăтам шкулсенче пĕлÿ илнĕ. Нимĕнле ĕçрен те хăраман. Эпĕ те унпа Чулхула облаçĕнче вырма вăхăтĕнче ĕçленĕччĕ. Иван Захаров Шупашкарта ДОСААФ шкулĕнче вĕреннĕ, шофер правине илнĕ. Хыççăн «Таутово» колхозра водительте 20 çул ытла руль умĕнче ырми-канми тимленĕ. Пархатарлă ĕçĕпе ят-сума та тивĕçнĕ. Ăна 1978 çулта «Ял хуçалăх продукчĕсене автомашинăпа турттарас ĕç отличникĕ» хисеплĕ ят панă. Иван Захаров ял хĕрĕпе Гальăпа пĕрлешсе хăйĕн телейне тупнă. Çĕнĕ çурт çĕкленĕ, ачасем çуратса ÿстернĕ. Вăхăт вара шав малаллах. Иван Евдокимович 2006 çултанпа тивĕçлĕ канура ĕнтĕ. Вăл пĕр вăхăт Андрей кĕçĕн ывăлĕн çемйипе пурăнчĕ. Халĕ пĕчченех кун кунлать. Шел, мăшăрĕ Галина пурнăçран уйрăлни 10 çул çитет. Çапах та унăн тунсăхлама вăхăт çук. Иван Захаров купăс калама ăста. Çапла пурнăçа юратать вăл, хавхаланса çÿрет.

Владимир ЕГОРОВ,

Шураç ялĕ.

 

 

 
 

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика