30 марта 2018 г.
Раççейре чылай уява паллă тумасăр ирттерсе ямаççĕ. Вĕсен шутĕнче Халăхсем хушшинчи кайăксен кунĕ те пур. Кăçал вăл апрелĕн 1-мĕшĕнче, вырсарникун, килет. Кайăксем - пирĕн пулăшуçăсем. Вĕсем çут çанталăка, йывăç-курăка, уй-хире тĕрлĕ хурт-кăпшанкăран, шăшисенчен сыхлаççĕ.
Пирĕн çĕршывра Кайăксен кунне халалланă чылай мероприяти иртет. Вĕсене ытларах шкул ачисем хутшăнаççĕ. Унăн историне илес пулсан, асăннă уяв 19-мĕш ĕмĕр вĕçĕнче Америкăра пуçланса кайнă. Ăна шутласа тата пуçарса яраканĕ Чарльз Бэбкок вĕрентекен пулнă. СССР Кайăксен кунне 1927 çулта официаллă майпа уявлама пуçланă. Шкул ачисем çулсеренех кайăксене пулăшассипе акцисем те ирттернĕ. Анчах та майĕпен çак уяв хăйĕн пĕлтерĕшне çухатса пынă. 1994 çулта кăна хастар орнитологсем Раççейре кайăксене хÿтĕлекен пĕрлешÿ туса хунă хыççăн маларах асăннă уяв çĕнĕрен «чĕрĕлнĕ». Хамăр патра юлакан кайăксем мĕнле хĕл каçасси çамрăк ăруран нумай килет. Кайăксен кунĕ вĕçен кайăксене хÿтĕлессипе тата вĕсене тĕпчессипе çыхăннă уяв шутланать. Çак куна халалласа ачасем йывăçсем çине шăнкăрч вĕллисем çакаççĕ, кайăксене апатлантараççĕ, кĕскен каласан, мĕнпур услови туса пама тăрăшаççĕ.
Çакна тĕпе хурса Мăн Вылă ялĕн библиотекинче экологи вăййи иртнĕ. Унта библиотекарь ачасене кайăксен кунĕ пирки каласа панă, пирĕн асатте-асаннесем вĕçен кайăксем килнĕ, çуркунне çитнĕ ятпа ĕлĕкех уява паллă туни, вĕсене упрамалли çинчен ăнлантарнă.
Мероприятие ачасем хастар хутшăннă. Кайăксем пирки панă ыйтусем çине интересленсех хуравланă. Çавăн пекех «Экоша» экологи клубĕн членĕсем кайăксем çинчен çырнă хайлавсене вуланă. Юлашкинчен вĕсем «Кайăксен калаçăвĕ» хаваслă конкурса хутшăнса пултарулăхне тĕрĕсленĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета