30 марта 2018 г.
Çĕр çул каяллахи материалсене пухма питĕ йывăр, çитменнине тата çакна пурте пултараймаççĕ. Кашнинех чăтăмлăхĕ те, çине тăрса тимлесси те çитеймест пулĕ. Çĕнкас Юнтапа ялĕн историйĕ, çыннисем, ял таврашĕнчи уй-хир, улăх-çаран, çырма-çатра çинчен материалсем пухма çак ялăн старости Георгий Никоноров шутланă. Ăна ку пуçаруллă ĕçре нумай çул Çĕнкасра пурăнакан Захар Скворцовпа Ольга Шмелева аслă çынсем пысăк пулăшу параççĕ. Вĕсем мăн асаттесемпе асаннесен пурнăçĕ çинчен пĕтĕмпех пĕлеççĕ, нумай усăллине каласа пама пултараççĕ. Ĕлĕкхи сăн ÿкерчĕксене те, халапсене те пуçтарса кĕ- некере пичетлеме палăртнă автор.
Халĕ Георгий Петровичăн ялăн малтанхи пурнăçĕ пирки пысăк хайлав çырма чылай материал, сăн ÿкерчĕксемпе историлле фактсем пуçтарăннă. Унăн ал çырăвĕнчен вăл е ку ĕç-пуç хăçан пулнине, СССР вăхăтĕнчи коллективизаци тата ытти интереслĕ информаципе паллашма пулать. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи пурнăçа та пысăк тимлĕх уйăрнă.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета