27 апреля 2018 г.
Хальхи вăхăтра Интернет кашни килтех, пур организацисемпе обществăлла тата вĕренÿ учрежденийĕсенчех пур. Интернетпа усă куракансен шучĕ Раççейре сисĕнмеллех ÿссе тата çамрăкланса пырать. Çитĕнсе пыракан ăру хушшинче те Пĕтĕм тĕнче сечĕпе усă куракансен хисепĕ пĕчĕк мар. Вĕсенчен нумайăшĕшĕн Интернет информаци илмелли çăлкуç пулса тăрать. Унпа пĕрлех Интернетра ачасемшĕн хăрушă информацие те курма пулать. Çакă кĕçĕннисен кăмăл-туйăмне пăсма тата сывлăха сиен кÿме пултарать. Çавăнпах ачасене, хăш чухне аслисене те, пĕтĕм тĕнчери серепере сиенсĕр информаци пурри пирки аса илтерсех тăмалла.
Çак тĕллевпе иртнĕ кунсенче Юнтапари вăтам шкулта Пĕрлехи информацилле çамрăксен кунĕ иртнĕ. Ăна «Интернет тытăмĕнчи информацилле хăрушлăх» темăна халалланă. Çавна май район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ Татьяна Гордеева вĕренекенсемпе калаçу ирттернĕ. Вăл Интернет вĕренÿре, канура тата хутшăнура усăллă пулнине палăртнă. Анчах та унпа пĕрлех сиенĕ çинчен те калаçнă. Паянхи кун Интернета пула преступлени, хулиганла тата сăтăрла ĕç тăвасси те ÿсрĕ. Юлашки вăхăтра Интернетра агрессилле тата социаллă хăрушă содержаниллĕ чылай материал вырнаçтарнă. Çакă кашни çыннах илĕртет пулин те кашни сайтах кĕрсе пăхмаллине пĕлтермест.
Асăннă мероприятире вĕренекенсем кашни ыйтăвах тĕплĕн сÿтсе явнă, хăйсен шухăшĕсене палăртнă, çивĕч ыйтăва татса памалли майсем шыранă. Унсăр пуçне «Чăваш Ен Интернетри хăрушсăрлăхшăн» видеоролика та кирлĕ пек йышăннă.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета