11 мая 2018 г.
Татмăш ялĕнче пурăнакансем Аслă Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе «Атăк çăлĕ» çăлкуç патĕнче çут çанталăк паркĕ çĕкленĕ. 1000-е яхăн тĕрлĕ йывăç лартнă.
«Атăк çăлĕ» этнопарк йĕркелеме Чăваш Ен Çут çанталăк министерствин хушăвĕпе килĕшÿллĕн Вăрнарти вăрман хуçалăхĕ хыр-чăрăш хунавĕсем 500 тĕм уйăрса панă. Сурăм лесничествин мастерĕ Олег Афанасьев юман хунавĕсем 200 тĕм парса пулăшнă. Тури Татмăш ялĕнчи Федоровсем лартмалли çăка йывăççисем 200 тĕм хатĕрленĕ. Анат Татмăшри «мичуринец» Николай Николаев вуншар каштан лартнă. Чăваш Ен трактор историйĕн музейĕн директорĕ, «Атăк çăлĕ» çăлкуçа çĕнетессипе проект пуçаруçи Альберт Сергеев пирамида евĕрлĕ тирĕк хунавĕсене 60 янтăланă.
Татмăшсем «Атăк çăлĕ» проектпа ĕçленин кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ, этнопарка малалла аталантарассипе плансем палăртнă. Вĕсем çăлкуç патĕнчи аллейăна ÿстерме йышăннă. Унта ял çыннисен пурнăçĕнчи паллă пулăмсем ячĕпе йывăçсем лартма калаçса татăлнă. Альберт Сергеев экологи акцине хутшăннисене тав тунă, малашне те ăнăçлă ĕçлесе пыма ăнăçу суннă. Вăл Татмăшсемпе пĕрле хатĕрленĕ «Атăк çăлĕ» проект логотипне кăтартнă. Çăлкуç логотиплĕ тата «Эпир Татмăшсем» тесе çырнă пĕрремĕш футболкăна Николай Семенова панă.
- «Атăк çăлĕ» парк манпа тата манăн юлташсемпе пĕрле ÿссе пырĕ. Эпир çăлкуç патĕнчи йывăçсене пăхсах тăрăпăр, - тенĕ 10 çулхи Максим Ананьев.
Çав кунах каçхине Альберт Сергеев районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕпе, Анат Татмăшра çуралса ÿснĕ Александр Никифоровпа тĕл пулнă. «Атăк çăлне» çĕнетсе улăштарассипе мĕнле ĕçлесе пыни çинчен каласа панă. Александр Никифоров этнопарка тирпей-илем кÿрес енĕпе пулăшма пулнă. Çăлкуç патĕнче пысăк мар кÿлĕ тата кĕпер тăвасси çинчен калаçнă.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета