Ефремкасинский территориальный отдел администрации Аликовского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕпчев ĕçĕ çырса палăрнă

11 мая 2018 г.

Кăçалхи март уйăхĕнче çитĕнсе пыракан ăрăва патриотизмла воспитани парассипе Пĕтĕм Раççейри «Пирĕн Паттăрсем» акци пуçланнă. Ăна «Пĕрле пурнăçа кĕртетпĕр!» юхăм йĕркеленĕ. Çак акци вăхăтĕнчех «Лидер» конкурс иртнĕ. Унта Элĕк районĕнчи вĕренÿ учрежденийĕсенче пĕлÿ илекенсем те хутшăннă. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, хутшăннисем хушшинче 100 çĕнтерÿçе палăртнă. Вĕсен йышĕнче Юнтапари вăтам шкулта пĕлÿ илекен Екатерина Кудрявцева та пулнă.

«Пирĕн Паттăрсем» акцин пĕрремĕш тапхăрне Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 73 çул çитнине халалланă. Май уйăхĕн 28-мĕшĕнче асăннă акцин çĕнтерÿçисем «Артекра» пухăнаççĕ. Вĕсем пĕр-пĕрне паттăрсем çинчен çырнă тĕпчев ĕçĕсемпе пур енлĕн паллаштараççĕ, паянхи паттăрсен кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа параççĕ. Е.Кудрявцева çитĕнĕвĕнче Юнтапари вăтам шкулта ĕçлекен Эльвира Афанасьева вĕрентекенĕн тÿпи те пысăк пулнине те палăртмалла.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика