Ефремкасинский территориальный отдел администрации Аликовского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи лайăх истори вĕрентекенĕ

29 мая 2018 г.

Иртнĕ эрнере Шупашкарти вĕренÿ институтĕнче «Ялти чи лайăх истори вĕрентекенĕ - 2018» республика конкурсĕн 3-мĕш тапхăрĕ иртнĕ. Унта районсенчи истори вĕрентекенĕсем хастар хутшăннă. Конкурс вăхăтĕнче сумлă жюри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенчи педагогика ĕçченĕсен пултарулăхне, вĕсен ĕçне хакланă. Вăл виçĕ тапхăрпа иртнĕ. Педагогика ĕçченĕсем хăйсен ĕçĕн пĕтĕмĕшле опычĕпе паллаштарнă: уçă уроксем, мастер-класс ирттернĕ, ачасене вĕрентмелли методикăна кăтартнă. Теори тата практика тĕлĕшĕнчен те палăрнă. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Юнтапа вăтам шкулĕн истори вĕрентекенĕ Людмила Ильина 2-мĕш вырăна тухнă. Вăл 2018 çулхи «Чи лайăх истори вĕрентекенĕ» ята тивĕçнĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика