29 июня 2018 г.
Арçын ачасенчен нумайăшĕ мĕн пĕчĕкренех спортăн тĕрлĕ тĕсĕпе кăсăкланать. Анчах та ÿснĕçемĕн туртăм пĕр еннелле ытларах палăрать. Пĕри футболла е волейболла выляма кăмăллать, тепри ирĕклĕ кĕрешÿ енĕпе аталанать, виççĕмĕшĕ çăмăл атлетикăна суйласа илсе çитĕнÿсем тăвать. Пирĕн районта вара боксра маттуррисем те сахал мар. Владимир Гордеев тренер чăн-чăн боксерсене хатĕрлет. Çулран-çул боксра палăракансен йышĕ те ÿссе пырать. Спортăн ку тĕсĕпе аслисемпе пĕрлех кĕçĕннисем те интересленеççĕ. Çавна май пултаруллă тренер патне секцине çÿрекенсен йышĕ те сахал мар.
Вĕсенчен пĕри - Урмай ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта машина тăвакансен техникумĕнче вĕренекен Даниэль Семенов. Вăл бокса килни 5 çул çитнĕ. Çак тапхăрта çамрăк чылай çитĕнÿсем тăвать, аталанса пырать. Унсăр пуçне районта кăна мар, республикăри тата республика тулашĕнчи ăмăртусенче те район чысне хÿтĕлет вăл. Сăмахран, 2016 çулта Даниэль Пушкăртстан республикинче кĕрешсе призерсен йышне кĕнĕ. Киров хулинче те рингра вăл маттур пулнине кăтартнă. Пултаруллине кура куракансем те ăмăртусенче уншăн «чирлеççĕ».
Икĕ боксер рингра кĕрешнĕ самантсене илес пулсан куç умне хумхануллă ÿкерчĕк тухса тăрать. Çапăçу вăхăтĕнче темĕн те сиксе тухма пултарать-çке. Пĕр-пĕрне амантни, çавна май юн кăларни те пулать. Кун пек чухне, паллах, чăтăмлăх кирлĕ, ума лартнă тĕллеве пурнăçлас ăнтăлу малта пулни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çĕнтерÿ патне илсе çитерекен çул çăмăл килмест. Çакна тĕпе хурса Д.Семенов тренировкăсене те сиктермесĕр çÿрет, кĕрешÿ техникине тĕпе хурать. Вăл халĕ 16-ра çеç-ха, апла пулин те хĕрĕхе майлă кĕрешÿ витĕр тухма та ĕлкĕрнĕ.
Семеновсен çемйинче виçĕ ача ÿсет. Даниэлĕн шăллĕ те ун пекех бокс енĕпе каясшăн. Пуçламăш утăмсем те тунă ĕнтĕ çавна май. Пиччĕшĕ вара уншăн чăн-чăн тĕрев. Çуркунне те вăл район администрацийĕн пуçлăхĕн парнине çĕнсе илессишĕн пынă турнирта çĕнтерÿçĕсен йышне лекрĕ. Кĕрешĕве тухиччен мĕн пирки шутланине пĕлтерме ыйтсан пытармасăрах хăй пăлханманнине, ытти боксерсене тимлĕн сăнанине, вĕсен йăнăшĕсене курса хăйне валли пĕтĕмлетÿсем тунине палăртрĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета