24 июля 2018 г.
Анжелика Лисина Ехремкассинчи çыхăну уйрăмĕнче ĕçлет. Почтальонăн сулăмлă сумкипе 10 çул çÿрет вăл. Хĕл кунĕсенче çуранах утать, çуллахи вăхăтра - велосипедпа.
Малтанах тăван Ехремкасси ялĕн урамĕсемпе иртет те Куракăша васкать Анжелика Витальевна. Кашни киле вăхăтра çитсе тивĕçтересси - унăн тĕп тĕллевĕ.
- Ял çыннисем чылайăшĕ икшер экземпляр çырăнаççĕ. Юрий Алексеев, Константин Александров, Зоя Михайлова, Надежда Шумилова хаçат-журнала уйрăмах кăмăллаççĕ. Вĕсем юратнă кăларăмсене ытларах та илсе вулаççĕ, - пĕлтерчĕ тăрăшуллă почтальонка.
Анжелика Лисина çырăнтару тапхăрне ăнăçлă вĕçленĕ. Унăн вулаканĕсем район хаçатне кăна 87 экземпляр илсе тăраççĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета