18 сентября 2018 г.
Иртнĕ шăматкун Вăрман ĕçченĕсен кунне паллă турăмăр. Ку професси уявĕ вăрман ĕçĕпе çыхăннă. Ăна Юнтапа тăрăхĕнче пурăнакансем анлăн уявланă. Шăпах 100 çул каялла, 1918 çулта, Сурăм лесничестви йĕркеленнĕ. Вăрман уявĕпе саламлама Юнтапана Чăваш Республикин Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн пĕрремĕш çумĕ Александр Ефремов, асăннă министерствăн сăнав лесничествин бюджетлă учрежденийĕн директорĕ Анатолий Яковлев, Красноармейски район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Светлана Григорьева тата Сурăм лесничествин участокĕн начальникĕ Олег Тихонов килсе çитнĕ.
Сурăм лесничестви 100 çул тултарнă ятпа концерт та хатĕрленĕ. Унта «Шурă акăш» вокалпа эстрада ансамблĕ, ачасен ташă коллективĕ хăйсен юрри-ташшипе савăнтарнă. Семеновсен çемье ансамблĕн шÿтлĕ такмакĕсем те вырăнлă пулнă.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета