21 сентября 2018 г.
Кĕçĕн класс ачисемпе ĕçленĕ май мана юлашки вăхăтра вĕренекенсем кĕнеке сахал вулани пăшăрхантарать. Пирĕн пурнăç улшăнсах тăрать. 21-мĕш ĕмĕр телевиденипе компьютер тапхăрĕ пулни куç кĕрет. Мĕн пĕчĕкренех ача-пăча пушă вăхăта ытларах экран умĕнче ирттерет. Вăл хăйĕн асамлă вăйĕпе ачана пĕтĕмпех хăй тыткăнне илет. Серепене лекнĕскер кăнттамрах. Чунсăртарах пулнине асăрхатăн. Унăн хавхалану туйăмĕ те сахал. «Сенкер экранран» илнĕ хатĕр информаци ачан пĕтĕмĕшле аталанăвне чарса тăрать. Çак лару-тăрура кĕнеке вуланин пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк. Мĕн тумалла-ха аслин ача кĕнеке вулама юраттăр тесен;
Çак ĕçре чи малтан ашшĕ-амăшĕн яваплăха туймалла. Ачана кĕнекепе паллаштарма виçĕ çултан кая юлмасăр тытăнмалла. Мĕн пĕчĕкренех юмахсем, кĕске калавсем, сăвăсем илемлĕ сасăпа, ăнланмалла вуласа памалла. Ача кашни каç аслисем вуласа панă май çывăрса кайтăр, тепĕр кун та çавăн пек пуласса кĕттĕр. Сас паллисемпе паллаштарма кубиксем, ÿкерчĕклĕ алфавит илсе памалла. Вĕсемпе вылянă май ача сас паллисене паллакан пулать, вĕсене тупма хăнăхать. Сыпăксем çине пайласа çырнă кĕнекесене пĕрле тытса сăмахсем вулама хăнăхтарма пулать. Ултă-çичĕ çулхи ача вулама вĕренсен унпа пĕрле библиотекăна çÿремелле, мĕнле те пулин журнал çырăнса памалла. Халĕ ача хăй вуласа патăр. Вуланă хайлав пирки шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлмелле. Çак ĕçре ашшĕ-амăшĕ кĕнеке вулама юратни чи пысăк тĕслĕх пулса тăмалла.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета